18 августа 2017 г.
Чукал ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайманнисене асăнса лартнă палăк - районта чи илемли. Халĕччен ун йĕри-тавра йывăçран карта тытнăччĕ, кашни çулах хуçăлнă-çĕрĕшнĕ решеткесене çĕннипе улăштарса тăратчĕç.
Кăçал вара, ял çыннисем пуçарнипе, халăхран укçа пуçтарса палăк тавра тимĕр карта тытма шутларĕç. Пуçару ушкăнĕ кĕске вăхăтрах 61904 тенкĕ пухма пултарчĕ. Çак укçапа строительство материалĕсем туянса çĕнĕ те илемлĕ карта тытрĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕ уйрăмах Алексей Николаевич Ильичева, Сергей Николаевич Угарина, Сергей Николаевич Симурзина ырă ĕçшĕн чĕререн тав тăвать. «Краснов П.Л.» ООО бригади хăйĕн ĕçне чун савăнмалăх пурнăçланă.
Ял çыннисем хăйсен пуçарăвĕпе ырă ĕçсем туни вырăнти чылай ыйтăва татса пама май парать.
З.САВЕЛЬЕВ.