Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алла-аллăн - ĕмĕрех пĕрле

22 августа 2017 г.

Алла-аллăн - ĕмĕрех пĕрле

ТУЙ иртни халĕ кăна пекчĕ те - вăхăта тытса чараймăн: унтанпа сисĕнмесĕрех чĕрĕк ĕмĕр иртрĕ. Çак кунсенче Ярăславра пурăнакан Тихоновсем хăйсем çемье çавăрнăранпа 25 çул çитнине паллă турĕç. 

- Вĕсем - ялти хисеплĕ, сумлă çынсем,- терĕ юбилярсене саламланă май Васан ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Ильин. - Паянхи çамрăксен камсенчен тĕслĕх илмелли пурах. Çемьере яланах туслăхпа юрату хуçаланаççĕ.Хуçалăхĕ те çирĕп. 

Тихоновсем - нумай ачаллă çемье. Куç тулли ачасем: Снежана, Таня хĕрĕсем, виçĕрешсем - Святослав, Владислав, Ярослав. Телейлĕ мăшăр районта пуçласа килти ача сачĕ йĕркеленĕ пĕрремĕш тĕслĕх. 

Валентина Евгеньевнапа Иван Александрович пĕр-пĕрне пулăшса , ăнланса пурнăç çулĕпе пĕрле утаççĕ. 

Тихоновсене ырламалли тепĕр паха ен - вĕсем юрра ташша ăста. Çемье ансамблĕ районти тĕрлĕ конкурссенче яланах лайăхпа палăрать. 

Репертуар чăннипех те пуян: чăваш халăхĕпе вырăс юррисем. Вĕсене итлекенсем хаваспах йышăнаççĕ.

В. НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика