22 августа 2017 г.
ХАЛЬХИ пекех лайăх астăватăп-ха: редакцие салтак тумĕллĕ, йăрăс пỹллĕ çамрăк каччĕ пырса кĕчĕ те, пурне те сывлăх сунчĕ.
- Игорь Макаров теççĕ мана, Çĕнĕ Тăрăн ялĕнчен,- хăйпе паллаштарчĕ çамрăк çын. - Сирĕн пата фотокорреспондент кирлĕ терĕç те, ĕçе кĕме килтĕм. Çарта чухне фото ĕçĕпе аппаланнă та, сăнỹкерчĕкĕсем тума питĕ юрататăп.
Фотокорреспондент чăнахах та питĕ кирлĕччĕ пире. Каччăпа кăштах калаçкаланă хыççăн заявлени çырма сĕнтĕмĕр. Çапла Игорь Макарова хамăрăн коллектива йышăнтăмăр.
Çав тери сăпайлăччĕ вăл, мухтанас-тăвас йăли çукччĕ. Ун чух эпир Игорь хăюллă пограничник пулнине, çарти паттăрлăхшăн ăна медаль панине, Афган вăрçине хутшăнса тепĕр наградăна та тивĕçнине пĕлмен те.
Пĕррехинче редакцие районти çар комиссарĕ Степанов шăнкăравларĕ.
- Макаров Игорь Васильевич сирĕн патăрта ĕçлет-и? - ыйтрĕ вăл командирăнни пек çирĕп сасăпа.
- Ĕçлет,- терĕм эпĕ.
- Ыран ниçта та ан кайтăр-ха, ăна медальпе наградăлама килетĕп.
Тепĕр кун çак ятпа ятарласах пуху ирттертĕмĕр, çар комиссарĕ Игорĕн кăкăрĕ çине медаль çакнине фотоаппаратпа ỹкерсе илтĕмĕр. Çĕнĕ Тăрăн каччин авторитечĕ кунран кунах ỹссе пычĕ. Ỹркенменскер, районти тĕрлĕ яла çитсе сăнỹкерчĕксем тăватчĕ. Вулакансем хаçат сăн-сăпачĕ лăйăхланни çинчен калани Игорь Макаров фотокорреспондентăн ĕçне те пысăк хак пани тесе шутлатăп.
- Ятăм Игорь пулсан та, тигр пек усал мар эпĕ, кăмăлăм çемçе,- тетчĕ шỹтлесе юлташăмăр. Ку чăнласах та çаплаччĕ: унпа пĕрле ĕçленĕ çулсене эпир ырă сăмахпа çеç аса илетпĕр. Пирĕн патăртанах Игорь вĕренме кайрĕ. Апла пулин те çыхăну татăлмарĕ: каникула килсен вăл редакцие кĕрсе юлташĕсемпе тĕл пулатчĕ.
Çул хыççăн çул иртрĕ - Игорь авланса çемьеллĕ пулчĕ. Мăшăрĕ - Светлана - Канаш хулин хĕрĕ. Унпа Игорь медучилищĕре вĕреннĕ чухне паллашнă. Ĕçчен те сăпайлă хула хĕрĕ кĕске вăхăтрах чăвашла таса та илемлĕ калаçма хăнăхнă.
Игорьпе Светлана икĕ ача çуратса ỹстернĕ. Ачисем те хăйсем пекех маттур çитĕннĕ.Асли - Ваççа - малтан Ульяновскри Суворов училищинчен вĕренсе тухрĕ. Офицер пулас ĕмĕтпех Раççей Шалти çарĕсен Санкт-Петербургри институтне кайса кĕчĕ. Халĕ вăл - тăваттăмĕш курс курсанчĕ, вĕренỹри тата спортри çитĕнỹсемшĕн темиçе хутчен те тав сăмахне тивĕçнĕ.
Макаровсен хĕрĕ - Дария - Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕреннĕ чух Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулчĕ. Шкула питĕ лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн кăçал И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕчĕ. Дария Макарова педиатр пулса Шăмăршă район больницинче ача-пăчана сиплеме ĕмĕтленет.
Çав тери килĕштерсе, кăвакарчăнcем пек пĕр-пĕрне юратса та хисеплесе пурăнаççĕ Макаровсем. Светлана Евгеньевна, медик пулнă май, Игорь Васильевичăн сывлăхне упрассишĕн нумай тăрăшать. Афган вăрçинче аманни хăй çинчен систерсех тăрать çав: çулсем нумайланнă май чир-чĕрĕ те çыпăçкалать.
Апла пулин те йывăрлăхсене парăнасшăн мар-ха Игорь Макаров: районти «Пограничниксен тăванлăхĕ» пĕрлешỹ ĕçне хастар хутшăнать, Çĕнтерỹ уявĕнче те юлташĕсем ăна Ялав йăтса утма шанаççĕ.
Августăн 23-мĕшĕнче пирĕн çывăх юлташăмăр Игорь Васильевич Макаров 50 çул тултарать. Çак ятпа эпир ăна чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
Ив.САЛАНДАЕВ. Çĕнĕ Тăрăн ялĕ.