22 августа 2017 г.
ВЫРМА ĕçĕсем пынипе пĕрлех, районти хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма хатĕрленес тĕлĕшпе те тăрăшаççĕ. Тĕпрен илсен, витесене юсаса тухнă, шуратасси тата дезинфекци тăвасси те вĕçленсе пырать.
И.Быков фермер кăçал хуçалăха аталантарма 3 миллион тенкĕ чухлĕ республика грантне çĕнсе илнĕ. Çак укçапа 40 пуç ăратлă пăрусем тата выльăх апачĕ хатĕрлекен оборудовани туяннă. Ытти çулсемпе танлаштарсан, хуçалăхсем кăçал выльăх апачĕ ытларах хатĕрленĕ.
Н.ВАЗАНОВ.