25 августа 2017 г.
ТУНТИКУН ирттернĕ планеркăра район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов тирпей-илем ыйтăвне каллех çивĕч çĕклерĕ.
- Урамра унта та кунта сигарет пачки, пластик савăт-сапа йăваланса выртни пирĕн ята ярать, - терĕ Владимир Ва- сильевич. - Таçтан - урăх районтан - килсе вараламаççĕ вĕт-ха, хамăр çынсемех ялсене тирпейсĕре кăлараççĕ.
Экологи çулталăкне халалласа, район центрĕнче темиçе çĕрте çакăнса тăракан чечек чỹлмекĕсем вырнаçтарнăччĕ. Шел, хăшне-пĕрне çак илем те килешмен - пĕр каçхине такамсем виçĕ чỹлмеке вăрласа кайнă. Тупата, урă çын туман пуль çак лайăх мар ĕçе. Эрех-сăра ĕçсе «паттăрланнă» çамрăксем ал айне мĕн лекнĕ, çавна çĕмĕрни унччен те пулкаланă. Пахчасенчи куçа илĕртекен илемлĕ чечексене тымарĕпех тăпăлтараççĕ, ача-пăча вылямалли площадкăсене çĕмĕреççĕ, урамри йывăçсене хуçаççĕ тата ытти те.
Район центрĕнче пурăннă май, тул çутăличченех ахăрашакан сасăсене пĕрре çеç мар илтетĕп. Ăçтан-тăр тем тупса ĕçеççĕ вĕт-ха, пуçĕсем минресен вара çапăçаççĕ-харкашаççĕ. Шăмăршăра каçхине урама тухма та хăрушă пулма пуçларĕ. Кун пирки район центрĕнче пурăнакансем редакцие пĕлтерсех тăраççĕ, тивĕçлĕ мера йышăнма ыйтаççĕ.
Нумай çул хушшинче çирĕпленнĕ ырă йăлана - ирĕклĕ халăх дружинисем йĕркелессине - манăçа кăлартăмăр. Сахал йышлă полици хăйĕн вăйĕпе кăна йĕрке туса пĕтереймест. Кунта общественноç витĕмĕ кирлех.
Район хăйĕн чаплă юбилейне хатĕрленет. Уявччен тем чуль нумай вăхăт юлмарĕ - октябрĕн 7-мĕшĕнче Шăмăршăри ипподром çĕр-çĕр хăнана кĕтсе илĕ. Юбилей çывăхарнă май, пур çĕрте те тирпей-илем тăвасчĕ. Ку енĕпе пирĕн паха опыт пур: Республика кунне ирттерме хатĕрленсе шăмăршăсем чупа-чупа ĕçленĕччĕ, çак тирпейпе темиçе çул хушши савăнса пурăнтăмăр. Пыра-киле ялсене илемлетесси çине алă султăмăр пулас.
«Канашлура каларĕç хыттăн:
- Уяв тĕлне тирпей кирлех!
Калаканнин сăмахĕ - ылтăн,
Анчах илтместпĕр пурпĕрех.
Качакасем çаплах çỹреççĕ,
Çаплах варалатпăр таврана.
«Шăмăршсене мĕн пулнă?» - теççĕ,
Ах, лайăх мар илтме çакна...» - тенĕччĕ пĕр сăвăç чунтан пăшăрханса.
Çын тени яланах ыррине, лайăххине кĕтет. Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Удин халăхпа пĕр чĕлхе тупни, урамсенче тирпей-илем тăвассишĕн тăрăшни шанăç кỹрет. Ан куçăхтăр кăна: çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлса Шăмăршă тăрăхĕнчи ялсене илемлĕ сăн кĕрттĕрех!
Андрей Николаевича пирĕн пурсăмăрăн та пулăшса пымалла, вăл мĕнле хастар çын пулсан та пĕр-пĕччен йĕрке тума йывăр ăна. Субботник йĕркелеме чĕнсен кар тăрса тухмалла. Шăмăршă каллех республикăри чи илемлĕ район центрĕ пулса тăрасси пурсăмăртан та килет, ентешĕмсем. Ватти те, çамрăкки те, ача-пăча та хамăр пурăнакан вырăн тирпейлĕ те илемлĕ пултăр тесе тăрăштăр.
Халăхра çапла калаççĕ: «Тасатса тăнă çĕрте мар, çỹпĕлемен-вараламан çĕрте илемлĕ». Çак сăмахсене кашни çын ăша хывсан тем пек лайăх пулĕччĕ те...
Ив.САЛАНДАЕВ.