Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йытă… çыртать хытă, çыртни çеç мар…

29 августа 2017 г.

Йытă… çыртать хытă, çыртни çеç мар…

РАЙОН центрĕнче, ялсенче хуçасăр йытăсем йышланса кайни пирки хаçатра пĕрре кăна мар çырнă. Ку темăна халĕ çĕнĕрен хускатма тивет пулĕ.

Пĕр вăхăтлăха ятарлă ампулăсемпе усă курса, никамăн та мар «хам-хамсен» йышне самаях чакарма май килнĕччĕ. Чăнах та, пĕр вăхăтлăха кăна. Тăватă ураллă туссем вара таракансенчен те нумайрах ерчеççĕ пулас. Ялсенчен те кун пирки редакцие тăтăшах шăнкăравлаççĕ. Шăмăршăрах йытăсен кĕтĕвĕсемех çỹреççĕ - тепĕр чух вĕсен ушкăнĕ темиçене те пухăнать. Çынсемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ вĕсем. Ушкăн хамлатсан чупать - сехре хăпать. 

Кĕçех шкулсенче çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланать - ачасен пĕлỹ çуртне тепĕр чух çак «кĕтỹсен» витĕр кайма тивет. Ятарлă автобуссем пур-ха та - вĕсен патне çитмелле вĕт... Аслăраххисем аптăрасах каймĕç-ха та, кĕçĕннисен мĕн тумалла? 

Патак çине таянса утакан ватăсемшĕн те чун ыратать. Урса кайнă ушкăн сиксе ỹксен, вĕсен мĕн тумалла? Кунта туяпа хăмсарнипех хăтăлаймăн - тарса ỹкесчĕ те, хевте çитеймест... 

Хуçасăр йытăсем ялсенче выльăх-чĕрлĕхшĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ - выçăскерсем, пурне те çурса тăкма хатĕр. Нумаях пулмасть йытă Баскак поселокĕнче пĕр сурăха тапăнса çисе янăччĕ. Çак ĕçе район администрацийĕн комиссийĕнче пăхса тухнăччĕ, хуçине явап тыттарнăччĕ. Анчах çакă ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне пулĕ-ши? Темĕн. 

Кивĕ Чукал ялĕнче хуçалăхри йытăсем çынсене çыртнă тĕслĕхсем те пĕрре кăна мар пулнă. Çакă никамран та мар, хамăртан килет.

Хамăн та пĕр тĕслĕхе курма тиврĕ. Пăру пек пысăк йытă те сурăх, те качака путекне редакцирен инçех мар сĕтĕрсе килсе туртса çурчĕ.

Йытăсем хур-кăвакала тапăннă тĕслĕхсем те сахал мар.

Ирĕкре çỹрекен йытăсем пурте хуçасăр мар. Вĕсене усракансем, апат çитерес мар тесе пулас, чĕрчунсене урама кăларса яраççĕ: «Çиес тесен мĕн кирлине хăвăр тупăр!». Апла пулсан йытăсене мĕншĕн усрамалла?

Ятарлă ампулăсем пирки асăнтăмăр-ха. Тен, вĕсемпе тепĕр хут анлăн усă курмалла? Вара çынсемшĕн, выльăхсемпе хур-кăвакалшăн та хăрушлăх чакĕччĕ. 

Йытăсем çынсене çыртнă тĕслĕхсем районта кăçал та пулнă. Миçе - татса калаймастăп. Ман шутпа, çакнашкалли урăх ан пултăр тесен, ялсен администрацийĕсенче те тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. 

Йытă - çын тусĕ. Вăл ун тăшманĕ, уншăн хăрушсăрлăх кăларса тăратакан ан пултăр. 

В.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика