01 сентября 2017 г.
РАЙОН хаçатне алла илсен, вулакан çак статьяна курсан, чăнах та, унăн авторĕ Сахалинпа Камчаткăра пулнă-ши вара тейĕ.
Çук-çук, ан тĕлĕнĕр, пулман эп унта.
Сăмах кунта Асанкасси ялĕнчи Сахалинпа Камчатка çинчен пырĕ, çак урамсем инçет хĕвелтухăçĕнчи лăпкă океанра вырнаçман, Асанкасси ялĕнче - Пасна шывĕ тăрăх. Урам ячĕсем тахçантанпах ял çыннисем панă ятсемпе пурăнаççĕ. Официаллă ятпа никам та каламасть.
- Ăçта килен-ха капла эс? - тесе ыйтсан, Киров урамĕнче пултăм тесен, никам та ăнланаймĕ.
- Сахалинтан килеп-ха, - тесен пурте лайăх пĕлеççĕ ăçта пулнине.
Авалтанах урам ячĕсене, унта пурăнакан çынсем хăйсем хунă. Мана Петĕр Хусанкайăн «Тăван çĕршыв» поэминчи сăмахсем аса килчĕç.
- Анаткас, Вăтакас, Турикас та
Пур ялта вĕсенчен те ачасем
Пĕр класра вĕренекенсем, - тет поэт.
Эпĕ хамăн шухăша малалла тăснă май, хамăрăн авалтан пыракан урам ячĕсене аса илесшĕн. Ĕлĕкрех урам темен-ха, касă тенĕ. Асанкассинче те икĕ пысăк урам пур, вĕсем ял тăрăх вырнаçнă.
Пысăк урама виçĕ ят панă: Малтикас, Вăтакас, Хыçалтикас. Мишер касси те пур, Шкул касси, Хĕреслĕ урам, Сахалин урамĕ, Камчатка та пур ялта. Ял ячĕ те кассе тенинчен пулса кайнă. Асан çын ячех вăл, касси вара урам.
Сахалин урамĕн малтанхи ятне эпĕ астумастăп та, эпĕ пĕчĕкçĕ чухне вăл Сахалин ятлăччĕ.
Мĕншĕн Сахалин-ха вăл?
Ку вăл Пасна шывĕпе çыхăннă, Пасна шывĕ ĕлĕкрен питĕ тарăнччĕ те сарлакаччĕ. Вăл çурхи шыв вăхăтĕнче çав тери тулса çыранран тухатчĕ. Çав шыв ял хыçĕпе юхнă чухне, çыранран тухса, яла кĕрсе кайнă.
Яла вăл Уресметов Василийсен çумĕнчен кĕретчĕ. Урасметов Ваççа тесен пирĕн ялта вĕсем иккĕн: пĕрне Алтатти Ваççи тетчĕç. Шыв яла кĕрсе хăрах касă умĕн юхнă. Вăл шыва ял çыннисем Вилĕ Пасна тетчĕç. Тем пирки каланă ĕнтĕ çакна? Икĕ тĕслĕх те пур. Пĕрисем унта çын шыва путса вилнипе тенĕ. Тепри вара - вăл яланах унтан юхман пирки типсе ларатчĕ - Вилĕ Пасна тенĕ. Пасна шывĕ çак урама икĕ енчен хупăрласа илсе, кил-картине кĕрсе умран та хыçран та çавăрса илсе урама шыв варрине тăратса хăварнă. Ял çыннисем выльăх-чĕрлĕхе те пỹрте кĕртнĕ. Тепĕр чухне çынсем юхса каясран та шикленнĕ:
- Пулăшăр-ха, юхса каятпăр вĕт! - тесе кăшкăрнă. Шыв сарăлнă вăхăтра вăл урама çынсем сулăсем туса çеç каçатчĕç. Вăт вара вăл Сахалин пулса кайрĕ. Урам вĕçне çитсен, шыв вара каялла Паснана юхса кĕнĕ. Ун вĕçĕнче тепĕр касă пула пуçласан ăна Камчатка тесе ят панă. Вăл урам Пашьел ялĕпе çыхăннă та, Камчатка пулса кайнă - çурутрав. Ялти урамсен ячĕсем Пашелĕнчи вырăнсемпе çыхăннă:
Шуркасси - шурлăхлă вырăнта;
Хăйăркасси - хăйăрлă вырăнта вырнаçнă пирки.
Партизан урамĕ - вăрман хĕрринче вырнаçнă пирки.
Вăт çапла, тăвансем, чăн-чăн Камчаткăпа Сахалинта пулмасан та, эпир кунта пулса курнă. Ялта Пасна шывĕ халĕ тарăн мар, унта юшкăн пулса ларчĕ. Колхоз кĕрхи çĕртме тунă чухне, шыв хирти тăпрана Паснана юхтарса кĕртнĕ. Çак шыв, çурхи вăхăтра, Шăмăрша тухса каякан кĕпере те кашни çул ватнă, икĕ çултан пĕрре юсанă. Халĕ унта 100 метр тăршшĕ тимĕр-бетон кĕпер, шыв ватаймасть. Шывĕ те ĕлĕкхи пек тулли юхмасть ĕнтĕ.
М.ВАНЮШИН, Асанкасси ялĕ.