Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçи мар, хисепĕ хаклăрах

05 сентября 2017 г.

ÇĔНĔ ЧУКАЛТА пурăнакан çывăх юлташăм чăваш мунчине çав тери килĕштерет. Сехечĕпех ларма хатĕр вăл çак ырлăхра, хурăн милĕкĕпе такмак каласах çапăнать. 

- Мунча шутласа кăларнă çынна Ленин премине памалла пулнă, - тет юлташăм. - Çав тери чаплă-çке çăвăнма-çапăнма: тин çуралнă çын пекех туятăн хăвна кайран! 

Мунчана Ленин çураличченех шухăшласа кăларни, Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнчех вырăс салтакĕсем мунчара çăвăнни çинчен каланине юлташăм хăл- хине те чикесшĕн мар. 

- Ленин премине памасăр пысăк йăнăш тунă, вçо! - хăйĕннех перет Чукал чăвашĕ. - Çакăн пек чыса мунча «ашшĕ» темиçе хут та тивĕçлĕ! 

Совет самани вăхăтĕнче наукăра, тĕпчев ĕçĕнче, литературăпа искусствăра уйрăмах чаплă çитĕнỹ тунăшăн Ленин премийĕпе хавхалантарнине пĕлетпĕр-ха. Ятарласа хатĕрленĕ ылтăн медальпе пĕрле 10 пин тенкĕ укçан преми те панă. Ун чухнехи хаксемпе шутласан, çак укçана питĕ нумай теме те пулать. Сăмахран, утмăлмĕш çулсенче преми укçипе икĕ «Волга» автомашина туянма май пулнă. 

Анчах укçинчен ытла хисепĕ хаклăрах. «Ленин премийĕн лауреачĕ, Патшалăх премийĕн лауреачĕ» тени мĕнешкел чаплă янăрать вĕт-ха! 

Аслăрах ăру çыннисем - колхозра-совхозра, предприятипе учрежденире вăй хунă-и - хăйсене вăхăтран-вăхăт преми парса хавхалантарнине лайăх астăваççĕ-ха. Ку тĕлĕшпе профсоюз уйрăмах хастарччĕ: вырмара малта пыракан комбайнера е шофера, çур- акинче хастар ĕçлекен тракториста, фермăри чи маттур çынсене 5 е 10 тенкĕ укçан преми парса кăмăла çĕкленĕ. 

Ун чухне: «Преми укçине çав тери чаплă «çурăмăр», - каларăш анлă сарăлнăччĕ. «Шемуршинский» совхоз директорĕнче ĕçленĕ Иван Антонович Журавлев каласа пани халĕ те асран тухмасть. Хайхи пĕрре выльăх-чĕрлĕх пăхакансене темиçешер тенкĕ преми парса хавхалантарнă. Дояркăсемпе ытти ĕçченсем автобуспа Ульяновск хулине çитсе курма шутланă. Пасарта пулнă, пурте тенĕ пекех çỹллĕ кунчаллă калуш туяннă. Каялла таврăнма тухсан чарăнса премие «çума» шутланă. Анчах мĕн тумалла: экскурсие кайнисенчен пĕри те çул çине черкке е стакан илме тавçăрайман. 

- Мĕн пăшăрханса тăратăр! - хыттăн каланă ĕçре те, калаçура та çивĕч Надежда Стефинова пăру пăхакан. - Калуш пур вĕт, унта ярса ĕçетпĕр эрехе! 

Çапла хавхаланса - шỹтлесе «çунă» премие. Черккепе е стаканпа усă курнă пулсан çак ĕç-пуç тахçанах манăçатчĕ ĕнтĕ, калушпа эрех ĕçни вара ĕмĕрлĕхех асра юлнă. 

Вырăнта ĕçлекенсем халĕ те преми илкелеççĕ-ха. Хăш-пĕр ертỹçĕ мĕн чухлĕ укçа илнине никам та пĕлмест: «патшалăх вăрттăнлăхĕ» теççĕ. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн премие тивĕçнĕшĕн сăмах та çук-ха, анчах ĕç вырăнĕнче йĕм çĕтсе ларнăшăнах хавхалантарни те тĕл пулать. 

Çав вăхăтрах уй-хирте тата фермăра, пĕр-пĕр предприниматель патĕнче чунтан тăрăшса ĕçлекенсене пĕр пус та тивĕçмест. Преми пирки мĕн каламаçмалли унта - ĕç укçине кашни уйăхрах тỹлесе пырсан та тем пек лайăх пулĕччĕ те... 

Ĕç ветеранĕсем çинчен Ватă çынсен кунĕнче çеç аса илни те, ман шутпа, пуçлăхсене чыс тумасть. Çак çынсем хăйсен мĕнпур вăй-хăватне тăван района аталантарассишĕн паман-и-ха? Халĕ никама та кирлĕ мар-ши вара вĕсем?

Чăнах та, йăпăлтатма пĕлмен çынсем пуçлăхсене килĕшмен ĕнтĕ, вĕсене «иккĕмĕш сортлисен» списокне те кĕртнĕ пуль. Темиçе çул каяллахи йăнăша текех тăвас марччĕ. Ĕçлекен çынна хисеплеме пĕлесчĕ, тивĕçлĕ канăва тухнисене те сума сăвасчĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика