05 сентября 2017 г.

СЕНТЯБРĔН 3-мĕшĕнче Раççейре терроризмпа кĕрешес ĕçре пурте пĕр шухăшлă пулнине анлăн палăртнă. Çак куна 2004 çулта Бесланра трагедилле событисем пулнине халалланă. Шăпах 13 çул каялла Бесланра хăрушă теракт пулнă. Террористсен ушкăнĕ Çурçĕр Осетири Бесланри пĕрремĕш шкула вăрă-хурахла тапăннă, 1127 çынна заложнике илнĕ.
Чуна çỹçентерекен хăрушă трагедие çав кунсенче Иван Саландаев хурналист çырнă çак йĕркесем те уçăмлатаççĕ:
«Урайĕнче - вун-вун виле,
Юнпа йĕпеннĕ чечексем...
Террористсем! Ылхан сире,
Мĕн айăп турĕç ачасем?
Вĕсем вĕт килнĕ вĕренме,
Çĕршывăма, çĕре савма.
Епле-ха хăйрăр вĕлерме?
Сире ылханĕ самана».
Терроризмпа кĕрешес ĕçре пурте пĕр шухăшлă пулнине палăртса, районти централизациленĕ библиотекăсен тытăмĕнче «Мир йывăçĕ» ятпа акци иртрĕ. Çамрăк вулакансене библиотека ĕçченĕсем Бесланри трагедиллĕ событисем çинчен каласа пачĕç, пĕтĕм тĕнчери терроризм историйĕпе паллаштарчĕç. Ачасем «Терроризм - этемлĕхшĕн хăрушă» кĕнеке выставкипе те паллашрĕç.
Террорла лару-тăрура хăвна-ху мĕнле тыткаламалли çинчен ăнлантарса пани те усăллă пулĕ.
И.ТИМОФЕЕВА.