05 сентября 2017 г.
ИРТНĔ эрнере пирĕн район делегацийĕ Улатăрта пулса курнă. Ушкăн йышĕнче - район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, Шăмăршăри чиркỹ настоятелĕ Николай Чувашов, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, шкулсен директорĕсем, районти Ашшĕсен канашĕн пред- седателĕ Юрий Ермолаев, районти халăх дружинин командирĕ Леонид Нянин.
Экскурси тĕллевĕ - хулари паллă вырăнсемпе паллашасси. Кунти Свято-Троицкий мăнастырĕнче пулни хăех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна 16-мĕш ĕмĕртех Иоанн патша хушнипе туса лартнă, вăл кунта Турă Амăшĕн сăваплă иконĕ пулнипе те паллă. 1995 çулта мăнастире вырăс православи чиркĕвне тавăрса панă. Юлашки çулсенче мăнастырь темиçе храм туса киввисене юсаса çĕнетнĕ.
Мăнастирĕн хуларан инçех мар 570 гектар çĕр пур. Манахсем унта тырпул, пахчаçимĕç, улма-çырла ỹстереççĕ, выльăх-чĕрлĕхпе чăх-чĕп тытаççĕ, пĕвере пулă ĕрчетеççĕ.
Чăнах та, тепĕр чух камран вĕренмелли пурах. Çакна шăмăршăсем хăйсем курса ĕненчĕç.
В.КУДРЯШОВ.