05 сентября 2017 г.
«Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче черетлĕ мероприяти (квест) пулса иртрĕ. Хальхинче унта Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи шкулсенчи биологи, географи тата истори учителĕсем хутшăнчĕç. Тĕрлĕ тĕрĕслевсем витĕр тухма тиврĕ вĕсен. Ятарлă çыру илсен педагогсем, икĕ ушкăна пайланса, «Чăваш вăрманĕн вăрттăнлăхĕсем» экологи сукмакĕпе çула тухрĕç. Сукмак вара виçĕ километра яхăнах тăсăлать.
Мероприяти вăхăтĕнче учительсен çутçанталăка тĕпчекенсен вырăнĕнче пулма, чĕрчунсемпе ỹсентăран тĕнчине мĕнлерех пĕлнине кăтартса пама тиврĕ.
Çавăн пекех педагогсем кайран хăйсен тĕпчев опычĕпе паллаштарчĕç. Çакă вĕсене малашне ачасене вĕрентес ĕçре те пысăк пулăшу парĕ.
О. РЕВУНОВА.