Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăй пур та, ăс çук…

05 сентября 2017 г.

Ăс патăр ватти,

Вăй патăр яшши...

Ку йĕркесене чăвашсен паллă сăвăçĕ Митта Ваçлейĕ тахçанах çырса хăварнă. Çак сăмахсем халĕ те хăйсен пĕлтерĕшне çухатман. Ватă çын чăнах та ырă пулма çеç вĕрентет, анчах хальхи çамрăксем çакна шута илсех каймаççĕ пулас. Вăхăтĕнче эпир те çамрăк пулнă - аслисен сăмахĕсенчен иртмен. Халĕ вара? 

Хальхи яш-кĕрĕм каçхи вăхăтра килте ларасшăн мар - урам туртать. Тен, кунта кунĕпе компьютер умĕнче ларса ывăнни те пулĕ. Вĕсем вăхăта усăллă ирттерсен тем пекехчĕ те... Анчах вĕсен хыççăн пачах урăххи курăнать. 

Манăн ялти кỹршĕ çапла калатчĕ: «Кам йывăç лартса ỹстермен - вăл ăна касма мар, унăн туратне те хуçмĕччĕ». Тĕрĕс сăмахсем. Анчах пурнăçра урăхларах çав. 

Район центрĕнчех, акă, урамсене маларах лартса хăварнă йывăç хунавĕсене çĕннисемпе улăштаратпăр. Пыл шăршиллĕ пулмалли çăкасен хунавĕсенчен тепĕр чух нимĕн те юлмасть. Хуçаççĕ вĕсене. Пĕр шелсĕр. Ватă çын çапла хăтланмасть вĕт - уйрăмах çул çитмен çамрăксем чунсăрлăхпа палăраççĕ. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ ырра вĕрентет пулĕ-ха та, анчах пуçтахсем çакна шута илсех каймаççĕ - пĕр-пĕрин умĕнче хăйсене кăтартас, ыттисенчен «лайăхрах» пулнипе палăрас килет. Тỹрех калар: тỹнтерле пулăм. Анчах нимĕн те тăваймăн. 

Шăмăршăри Культура Керменĕпе юнашар вырнаçнă кану паркĕнчен инçех мар пурăннăран, унта тăтăш пулса куратăп. Мĕн пăшăрхантарать-ха? 

Кунта калаçса лармалли тăватă вырăн (беседкăсем) пур. Ахăртнех, çамрăксен айăпĕпех пулас, вĕсене кĕрес те килмест. Иккĕшĕн темиçе сакă хăми çук. Кама чăрмантарнă-ши? Беседкăсенче - ватса çĕмĕрнĕ эрех-сăра савăчĕсен ванчăкĕсем, тĕрлĕрен çỹп-çап. 

Кану паркĕнче ача-пăча лаптăкĕ те пур. Çак тирпейсĕрлĕхе курса шăпăрлансем камран тĕслĕх илĕç-ши? Пурне те асăрхаççĕ вĕт вĕсем, ăша хываççĕ. 

Маларах каларăмăр-ха ватти ăс пани пирки. Питĕ вырăнлă. Яшши вăй парсах параять-ши вара? Урăх енĕпе пулĕ. Çакна ырламалли çук. Ку эпир илсе кăтартнă тĕслĕхсенчен те курăнать. Пĕр сăмах: вăй пур та - ăс кирлĕ мар. Çавăнпах пулĕ çамрăксем аслă ăру çыннисене хисеплесси, сума сăвасси чакса пырать. 

... Акă, çамрăксен ушкăнĕ иртсе пыракан ватă çынран сигарет ыйтать. Туртман çыннăн ăçтан пултăр вăл? Чышкăсем хута каяççĕ вара.

Вăй пур та - ăс çук... 

В. МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика