Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ура çинче" 2 пин гектар "йĕрет"…

08 сентября 2017 г.

"Ура çинче" 2 пин гектар "йĕрет"…

СИНОПТИКСЕМ сентябрь пуçламăшĕнче «карчăк ăшши» («бабье лето») пулать тесе шантарни тỹрре тухмарĕ: упа сурчăкĕ пек çумăр пĕрĕхсех тăрать, уй-хир ĕçĕсене вĕçлеме хытă чăрмантарать. 

Çанталăк çĕр ĕçченĕ умне пысăк йывăрлăх кăларса тăратнине шута илсех ĕнер район администрацийĕнче васкавлă пуçтарнă канашлу иртрĕ, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов ертсе пычĕ.

Владимир Васильевич ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем кĕр тыррисене, урпапа сĕлле пĕтĕм лаптăк çинчен пуçтарса кĕртнине пĕлтернĕ май паянхи чи çивĕч ыйтусене те çĕклерĕ. Хирте «ура çинче» 2000 гектар ытла çурхи тулă кашлать. Каярах юлса ĕлкĕрнипе, тулă пуçтарса кĕртме пуçăнманпа пĕрех-ха. Çанталăк уяратасси курăнсах каймасть, апла пулсан ăнса çитĕннĕ тырра çăлса хăварассишĕн мĕнпур мерăсем йышăнмалла. Çумăр çуман кунсенче комбайнсене тĕттĕмчченех ĕçлеттермелле, ертỹçĕсен хăйсен те яланах хирте пулмалла. 

Çĕрулмине пуçтарса кĕртессине те хăвăртлатмалла, çак ĕçе ял çыннисене йышлăрах хутшăнтармалла. Ĕçшĕн тỹлеме халĕ темиçе çĕр тенкĕ шеллени кайран пиншер тенкĕлĕх тухăçа çухатасси патне илсе ан пытăрччĕ. 

Кĕраки те васкатать. «Искра», «Мир» хуçалăхсемпе хăшпĕр фермерсем халĕччен те хире сеялкăсене илсе тухман-ха. Кĕр тыррисене акмалли чи лайăх вăхăтра - сентябрĕн 15-мĕшĕччен - мĕн палăртнине пурнăçламаллах. 

Çĕртме сухи тăвасси те - паянхи кун ыйтăвĕ. Шел те, «Колос» ОООсăр пуçне ытти çĕрте хирте сухаçăсем курăнмаççĕ. Хăçантăр: «Августри çĕртме – чи лайăххи», - теттĕмĕр. Халĕ вара сентябрьте те сухалама шутламастпăр, хамăр вара килес çул пысăк тухăç илесси пирки ĕмĕтленетпĕр.Çĕре улталама çук, хăйшĕн тăрăшакансене çеç вăл вăйлă тырпулпа савăн- тарĕ. 

Канашлура выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле хатĕрлес ĕçе вĕçлемеллине те палăртрĕç. Ăшă витере тата тулăх апатпа усрасан çеç выльăхсенчен нумай продукци илĕпĕр.

Канашлу хыççăн эпĕ районти хăшпĕр ертỹçĕсемпе тĕл пулса калаçрăм, вĕсем умри йывăрлăхсене мĕнле çĕнтерме шутлани çинчен ыйтрăм.

Алексей ИВАНОВ,

Çĕнĕ Тăрăн ялĕнчи фермер:

- 30 гектар çинчи кĕрхи тулă пысăк тухăçпа савăнтарчĕ. «Скипетр» сорта районĕпех сарма сĕнетĕп. Вăрлăхне хам та сутма пултаратăп. Гектартан 40 центнер е ытларах та тухăç илме пулать. 

Кĕр тыррисене кăçал 50 гектар акасшăн эпĕ. Паян-ыран ака агрегатне хире илсе тухатăп. 

«Ура çинче» тата 50 гектар çурхи тулă тăрать. Пирĕн «Нива - эффект» тата СК-5 «Нива» комбайнсем пур, уяр çанталăкра çак тырпула хăвăрт пухса кĕртме пулать. 

Выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлерĕмĕр. 50 тонна ытла паха утă пур. Ĕне выльăхсен шутне 48 пуçа çитертĕмĕр, кĕтĕве пысăклатсах пыратпăр. Хальхи пурнăçра сĕт сутса укçа-тенкĕ ĕçлесе тума пулать.

Зефер АФИАТУЛЛОВ,

«Мир» ЗАО директорĕн çумĕ:

- Минерал удобренийĕпе усă курманнипе, кĕрхи тулă гектартан 20-шер, урпа 18-шар центнер çеç тухрĕç. Апла пулин те çĕр пайĕпе усă курнăшăн халăха тырă валеçсе паратпăр. 

Вырмара Данил Невметовпа Менир Тепитов «Дон» комбайнсемпе тăрăшса ĕçленине палăртмалла. Владимир Паймин шофера та ырлас килет. 

Кĕр тыррисене 50 гектар акма палăртрăмăр. Шел, топливо çителĕксĕррипе кирлĕ чухлĕ çĕр хатĕрлеймерĕмĕр. Çак ĕçе хăвăртлатма мера йышăнатпăр. 

Чĕрĕ тырра ниçта типĕтме çук, элеватор та йышăнмасть. Çавăнпа та уяр çанталăка кĕтме тивет. 

ВĂТ, çапларах пурăнатпăр, пурте хĕвеллĕ кунсем каялла таврăнасса кĕтетпĕр. Çумăр çума чарăнсанах уй-хир мотор сассипе тулса ларĕччĕ, енчен те çанталăк лайăхланмасан мĕн тумалла?

«Ура çинчи» сар туллине

Ах, кĕртесчĕ пỹлмене!

Ив. САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика