08 сентября 2017 г.
_Preview.jpg)
ПУЛĂÇ пулăçа таçтанах паллать теççĕ. Журналистсем пирки те çакнах каламалла.
Профсоюз путевкипе пĕр çулхине Мускава çитсе куртăмăр. Иван Саландаевпа Хĕрлĕ площадьре утса пыратпăр. Пирĕншĕн - пурте кăсăклă.
Икĕ негра тĕл пултăмăр. Журналистсем е туристсем пулни тỹрех паллă: иккĕшĕ те фотоаппаратпа, аллисенче - блокнотпа ручка. Ун чухне хам та фото ĕçĕпе кăсăкланаттăм та, фотоаппарат та илнĕччĕ.
- Ти журнал, - терĕ негрсенчен пĕри. - Ми журнал. Москва пришел!
Ют çĕршыв çыннисем вырăсла питех чухласа каймасан та - сăмах çине сăмах, çавах та пĕр-пĕрне ăнлантăмăр: журналиста чĕлхе панă.
Юлашкинчен çакна пĕлтĕмĕр: пирĕнпе тĕл пулакансем - Африкăри Нигер çĕршывĕн журналисчĕсем иккен.
Паллашрăмăр. Ячĕсене те каларĕç-ха та - шел, халĕ аса илейместĕп.
Иван Михайлович - сăмахшăн кивçене кĕрекен çын мар, хамăн та чĕлхе качака хỹрине çаврăнман. Африка журналисчĕсем, вырăсла чухланă таран хăйсем ăçта ĕçлени пирки те каларĕç.
Çапла уйрăлтăмăр Африка журналисчĕсемпе Мускавра.
Сирĕн умăрта - сăнỹкерчĕк. Эпĕ ăна хамах ỹкернĕ - монтаж мар.
В. МИХАЙЛОВ.