Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял символĕ - сухапуç…

08 сентября 2017 г.

Ял символĕ - сухапуç…

ТЕЛЕВИЗОРПА «Поставьте памятник деревне» юрă янăрать. Темшĕн, çак юрра илтмессерен яланах чун пăлханать, чĕре ыратма пуçлать. 

Поставьте памятник деревне

На Красной площади в Москве.

Там будут старые деревья,

Там будут яблоки в траве...

Юрă сăмахĕсене Татьяна Петрова çырнă. Шухăшлатăп та, мĕн тери тĕрĕс çутатать вăл ял пурнăçне! Унăн иртнĕ кунçулне аса илнипе пĕрлех паянхи сăн-сăпатне куç умне кỹрсе тăратать, ял хуйхи-суйхине чуна витермелле сăнлать. 

Эпир - вăрçă пĕтнĕ хыççăн темиçе çултан çут тĕнчене килнисем - çивиттине улăмпа витнĕ, урам енне икĕ чỹречеллĕ пĕчĕк çуртсене лайăх астăватпăр-ха. Çав çуртсенче сак тулли ача-пăча чупатчĕ, выçăллă-тутăллă пурăнсан та ахăлтатса кулни илтĕнетчĕ. 

Атте-анне ир тытăнса каçчен колхозра ĕçленĕ, пиллĕкри-улттăри ачасем «асли» пулса пĕчĕккисене пăхнă. Ирпе ĕçе кайнă чух аттепе анне пире шăрпăкпа выляма юраманни çинчен хытарсах каланă, алла çĕçĕ тавраш тытма та хушман. Вĕсем панă ăса каярахпа хамăрăн ачасем патне çитертĕмĕр. Çакăн пек вăл пурнăç тăсăмĕ: ваттинчен - çамрăккине, çамрăккинчен - кĕçĕнреххисене халăх ăсĕ куçса пымалла. 

Манпа пĕр ỹсĕмрисемпе тĕл пулса калаçатпăр та, аслисем ача-пăчаран сахăр пытарнине кула-кула аса илетпĕр. Канхвит е пĕремĕк пирки каламалли те çук - çак пылак çимĕçсене туянма ял çыннин укçи те пулман. Пирĕншĕн кавăн е кишĕр кукăлĕ, пăрçа çăнăхĕнчен пĕçернĕ пĕлĕм е пашалу чи тутлă апатчĕ. Анне кăмака хутса çăкăр пĕçернĕ кун ача-пăчашăн пысăк уяв вырăннех шутланнă. 

ШКУЛА кайма вăхăт çитрĕ. Тете - манран аслăрахскер - иртерех тăрса урине тутар тапочкине (брезентран çĕленĕскере яла килсех тутар хĕрарăмĕсем сутатчĕç) тăхăннă та юлташĕсемпе пĕрле шкулалла чуптарнă. 

Эпĕ вăрантăм та, урана тăхăнмалли нимĕн те çук иккен. Йышлă ачаллă çемьере ун чух çитменни нумай пулнă ĕнтĕ. Вара шкула çара уранах кайрăм. Ман пеккисем тата виççĕн пынă. Учительница пире каялла хăваласа ячĕ те, киле куççуль юхтарса таврăнтăм. Çакăн пек асра юлчĕ маншăн пуçласа шкула кайнă кун - 1959 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ. 

Аттепе анне таçтан укçа тупса тутар тапочкине туянса пачĕç-ха кайран, ăна эпĕ çав тери тирпейлĕ упраттăм.

Колхоз ун чух халăха укçа тỹлеймен, хăй те мĕскĕн пулнă. Патшалăх планĕсене пурнăçласси вара чи пирвайхи тивĕç шутланнă. 

Йывăр пурнăç пулсан та, çынсем çав тери хавхаланса, чунтан тăрăшса ĕçлетчĕç. Ялта ĕçсĕр сулланса çỹрекенсем пулман. Бригадир шкул ачисем валли те вăй çитнĕ ĕç тупса панă. Улттăмĕш-çиччĕмĕш класра вĕренекен арçын ачасем колхозри çĕрулми йăранĕсене çырнă чух сухапуç тытма хăнăхнă. Хĕрачасем амăшĕсем патне фермăна çỹресе ĕне сума, пăру е сысна çури пăхма вĕренсе пынă. 

Пире атте-аннерен тата шкултан ытларах колхоз воспитани панă тесен те йăнăшмăп. Эпир пĕрлехи ĕç ỹсĕмлĕ пулнине, туслăхра вăй иккенне пĕлсе çитĕннĕ. Çирĕм-вăтăр лав кỹлсе колхоз хирĕнчен утă-улăм турттарнă. «Лашăра хытă ан хăвалăр!» - тетчĕç пире аслисем. Анчах пур чухне те итлесе тăрăн-и вĕсен сăмахне? Камăн лаши вăйлăрах чупнине хытă хăваламасăр ăçтан пĕлĕн-ха? 

Пыра-киле колхозсем те вăй илчĕç, тĕреклĕ хуçалăх укçа-тенкĕ те тỹлеме пуçларĕ. Механизаторсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем аванах укçа ĕçлесе илетчĕç. Бригадăра вăй хуракансене те кỹрентермен. Тăрăшса ĕçлекеннисене уявсенче парнепе хавхалантарнă. Профсоюз путевкипе кану çурчĕсене кайнă, тĕрлĕ хулара экскурсире пулнă. 

Чи кирли - çынсем валли ĕç пурччĕ. Аслисемпе пĕрле ача-пăча та ĕç çумне çыпçăннă. Ял ачи юлхав ỹсмен, кахал çынран халăх кулнă. 

Шел, çаксене пурне те иртнĕ вăхăтпа калама тивет. Халĕ колхозсем çук ĕнтĕ, çĕр-çĕр пуç выльăх усранă фермăсене те ишсе-ватса тăкрĕç. Техникăна сутса ячĕç, тырă типĕтекен сушилкăсене те пулин тапа-тапа çĕмĕрчĕç. Урăх нихăçан та кирлĕ пулмĕç терĕмĕр-ши? Е яланах ют çĕршывсем тăрантарса пурăнĕç тесе шутларăмăр?

ЧАВСА çывăх та, çыртма çук. Çак сăмахсене ваттисем ахальтен каламан. Халĕ, ялхуçалăхне çĕклемесĕр çĕршыва аталантарма май çуккине ăнланма пуçласан, колхозсенчен юлнă «çĕтĕкпе» ака-суха ирттерме çав тери йывăррине куратпăр-туятпăр. Апла пулсан, мĕншĕн салатмаллаччĕ-ха нумай çул хушши пуçтарнă пурлăха? Асаттесенчен те ăслăрах пулас терĕмĕр, хамăрăн ăсăмăр виçĕ пуслăх кăна иккен...

Çапах та яла çĕклемеллех. Çĕнĕ çынсем çĕнĕлле ĕçлессе шанас килет. Район ертỹçисем пĕр гектар çĕр те акăнмасăр ан юлтăр тесе тăрăшнине те ырламалла. Çак гектарсенче пысăк тухăçлă тырпул çитĕнтерес тесен хăватлă техника кирлĕ. Паллах, патшалăх пулăшăвĕсĕр нумай мала каяймăпăр. Пуçаруллă фермерсене пулăшнипе пĕрлех пысăкрах ялхуçалăх предприятийĕсем те йĕркелеме тăрăшмалла. Ятне «колхоз» тесе каламасан та, пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем йĕркелесен ял халăхне нумай лайăхрах пулĕччĕ. 

ЮЛАШКИ вăхăтра тĕрлĕ çарта службăра тăнă хастарсем Шăмăршăра палăк хыççăн палăк лартрĕç. Çакна эпĕ пĕрре те хурласшăн мар. Тăван çĕршыва хỹтĕленĕ çынсем яланах чыс-хисепе тивĕç. 

Çапах та эпир пурте ялтан тухнине, çурхи хирте тăри юрри итлесе, çулла путене авăтнипе киленсе, урампа тусан кăларса кĕтỹ аннине савăнсах сăнаса, анне пĕçернĕ çăкăр шăршипе вăй илсе ỹснине манар мар. Çавăнпа та эпĕ ытти пăлăксемпе юнашар кирпĕч никĕс çине сухапуçне лартма сĕнетĕп. Йывăççи часах çĕресрен хăратпăр пулсан, сухапуçне тимĕртен е бетонран та тума пулать. Тăрăшни çеç кирлĕ.

Укçа ăçтан тупмалла? Яла халалланă палăк туса лартма халăх пулăшасси пирки иккĕленместĕп. Сухапуç-палăк туристсемшĕн те интереслĕ пулĕ, мĕншĕн тесен ун пекки республикăра çеç мар, çĕршывра та урăх çук-ха. Тен, тĕнчере те пĕрре пулĕ. Пирĕншĕн, «Хура çăкăр» роман авторĕн ентешĕсемшĕн, сухапуç - палăк лартасси чи сăваплă тивĕç тесе шутлатăп. Ман шухăшпа район пуçлăхĕпе депутатсем килĕшме те, килĕшмесен те пултарĕç, çапах та район юбилейĕн çулĕнче асра юлмалли пархатарлă ĕç тусан пурсăмăра та сăвап пулĕччĕ. 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика