Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай пурăн, Петр Иванович!

12 сентября 2017 г.

Нумай пурăн, Петр Иванович!

Петр Иванович Филиппов 1957 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Васан ялĕнче çуралнă. Тăхăр ачаллă пысăк çемьере тăваттăмĕш ача пулнă вăл. Çичĕ ывăлпа икĕ хĕр мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратса ỹснĕ. Петя та 10 çултах колхоз ĕçне хутшăннă: çу кунĕсенче лашапа утă-улăм турттарнă, çум çумланă, ашшĕпе амăшне выльăх-чĕрлĕх пăхма пулăшнă. 

Ялти шкул хыççăн Петя тракториста вĕренсе тухать: 23 çул хушши «Шемуршинский» совхозра механизаторта ĕçлесе ырă ят çĕнсе илет. Унтан Шăмăршăри сĕт-çу заводĕнче тракторпа ĕçлет. Каярахпа вăрман хуçалăхĕнчи вут-кăварпа кĕрешекен службăра вăй хурать. 

Ăçта кăна ĕçлесен те, Петр Иванович тỹрĕ кăмăллă пулнипе, хастарлăхпа тата пултарулăхпа палăрса тăнă. Çакна Хисеп грамотисем те çирĕплетеççĕ, халăхра та ун пирки лайăхпа çеç калаçаççĕ. 

Салтакра службăра тăнă чух повар пулнă Петр Иванович. Ĕмĕрĕ тăрăшшĕпех тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме юратать. Чăннипех те ылтăн алăллă çын темелле.

- Санăн ялта мар, хулари чаплă ресторанта ĕçлемелле пулнă,  теççĕ вăл пĕçернĕ апата ытарай- масăр юлташĕсем. 

Мăшăрĕпе йышлă выльăх-чĕрлĕх ĕне, икĕ вăкăр, сыснасем тата хур-кăвакал усраççĕ. Нихăçан та ỹркенсе тăмасть Петр Филиппов, çынна пулăшма та яланах хапăл. 

Çакăн пек ырă çын пурăнать Шăмăршăра. Петр Иванович ыран 60 çул тултарать. Çак ятпа эпир ăна чун-чĕререн саламлатпăр, юман пек çирĕп сывлăх, вăрăм та пархатарлă кунçул сунатпăр.

С.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика