Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чуна хускатрĕ, шухăша ячĕ

12 сентября 2017 г.

«ШĂМĂРШĂ ХЫПАРĔ» хаçатăн кăçалхи сентябрĕн 8-мĕшĕнчи номерĕнче Иван Саландаев журналист çырнă «Ял символĕ - сухапуç...» статьяна чунтан хумханса вуласа тухрăм. 

Питех те тĕрĕс çырать-çке журналист: ялти чухăн пурнăçа та, пыра-киле колхозсем вăй илнине те, кайран вĕсене пĕр шелсĕр аркатнине те, ял халăхĕ çĕнĕрен пĕрлешỹллĕ хуçалăх туса хурасси пирки ĕмĕтленнине те... 

Асаттесемпе асаннесем, атте-анне каласа панă тăрăх эпир ĕлĕкхи пурнăçа начар мар пĕлетпĕр. Ун чух ялта 1-2 ачаллă çемьесем пулманпа пĕрех, килĕрен 7-8 е унтан та ытларах ача чупнă. Вĕсене тăрантармалла тата тумлантармалла пулнă вĕт-ха. «Тумтир саплăклă пулсан та таса пултăр», - тенĕ. 

Колхозра ырми-канми ĕçлесен те укçи-тенки пулман. Мĕнле чăтнă-ши çав йывăр вăхăта асаннесемпе аннесем? Аса илетчĕç те кайран, куççуль кăларатчĕç. 

Ашшĕсем е упăшкисем, савнийĕсем вăрçăран таврăнайманнисем мĕнле чăтнă-ши тата? Çапах та хуçăлман, ятне те яман, ĕçкĕпе те иртĕхмен чăваш хĕрарăмĕ. Пир тĕртсе кĕпе-йĕм çĕленĕ, ачи-пăчине ыйткалама кăларса яман. 

Пире, кăнтăр енчи чăвашсене, выçлăхран Чĕмпĕр облаçĕ хăтарнă тетчĕç ваттисем. Ялти хĕрарăмсемпе вĕтĕр-шакăр Пăрăнтăк станцине (ун чух «Восьмой» тенĕ) çуранах кайни те пулнă, унтан Чĕмпĕре пуйăспа çитнĕ. Хулара тĕрлĕрен йỹнĕ апат-çимĕç туянса каялла таврăннă. 

Астăватăп-ха, пĕр буханка çăкăр 12 пус тăратчĕ, ỹпке-пĕвер (ливер) кăлпассине çуршар пăт туянаттăмăр.

Шăрши халĕ те сăмсара тăрать. Сысна пуçĕ, ури , хăлхи, сули те пирĕншĕн лайăх какай вырăннех пулнă. Аннесем çемьене тăрантарассишĕн темле йывăрлăха та тỹссе ирттерме хатĕр тăнă. 

Хальхи пурнăç унчченхинчи çĕрпе пĕлĕт пекех уйрăлса тăрать. Тен, çавăнпах çамрăксем иртĕхсе ỹсеççĕ. Ялта ĕçкĕ енне туртăннă çемьесем те сахал мар. Ĕçекен çынна нимĕн те кирлĕ мар: выльăх-чĕр- лĕх те, хур-кăвакал та, пахча та... Ачисем хуларан килсен те вĕсене нимĕн те парса яраймаççĕ. Вĕсен атте-анне ăшши, чун илемĕ çук пек туйăнать.

Ял çыннисене пĕрлешỹллĕ ĕç кирлĕ. Уй-хирте, фермăра ĕçлесе ырлăх-пурлăх тутăр. Мускаври стройкăсене кайни яла савăнăç кỹмест: çамрăклах сывлăх хавшать, çемьесем арканаççĕ, ачасем тивĕçлĕ воспитани илеймеççĕ тата ытти те. 

Иван Саландаев журналист яла халалласа Шăмăршăра палăк лартма сĕннине эпĕ чунтан ырлатăп. Сухапуçне ипподром территорийĕнче вырнаçтарса лартсан чăваш халăхĕн «Алран кайми аки-сухи» гимнĕпе пĕр шухăшлă пулĕччĕ. Паллах, Культура Керменĕ çумне те лартма пулать. 

Кашни çулах, ял ĕçченĕсен уявĕнче, çак палăк умне ылтăн тырă кĕлтине хурса чысласан çав тери чаплă пулĕ тесе шутлатăп. 

В.ЮМАНОВ,

хаçатăн обществăлла коореспонденчĕ.

Пуянкасси ялĕ. 

Палăк лартни - ырă ĕç

Иван Саландаев журналист Шăмăршăра сухапуç-палăк лартма сĕннине пирĕн ял çыннисем ырлаççĕ. Тăкакĕ тем чул пысăк пулмĕ, сухапуçне тимĕртен тума пултаракан ăстасем кашни ялтах пур. 

Çак ырă ĕçе кăçалах тусан питех те аван пулĕччĕ.

А. АБУЛЬХАНОВ,

ĕç ветеранĕ.

Асанкасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика