15 сентября 2017 г.

ТАХÇАНХИ юлташăм, Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Старшов хиртех йывăр аптăраса ỹкни, ăна васкавлăн Шупашкар больницине ăсатни çинчен илтрĕм те, чĕререн пăшăрхантăм. Епле упраймарĕ-ха хăйне, ĕçшĕн çĕрĕн-кунĕн çунни ахаль иртместех пуль çав. Хăшĕ-пĕри пек, лăпкăн кăна пурăнаймасть Юрий Артемьевич: хуçалăх ĕçĕнче çĕр тĕрлĕ ыйту сиксе тухать, вăл çитмест те ку çитмест...
Игорь Быковăн фермер хуçалăхĕ пысăк тухăçлă тырпул çитĕнтернинче, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те лайăх аталаннинче Юрий Артемьевичăн тỹпи пĕчĕк мар.
«Управляющи» сăмах чăвашла «ĕçе йĕркелесе пыракан» тесе куçарăнать. Юрий Старшов ĕçе йĕркелесе пынипе çеç çырлахмасть, уй-хир те, фермăсем те тупăш кỹччĕр тесе тăрăшать. Халăх хисеплет ăна, шанать. Ахальтен мар ĕнтĕ район Пухăвĕн депутачĕ пулма суйласа пысăк чыс турĕ.
БОЛЬНИЦĂРАН таврăнсан çав кунах Юрий Старшов хире тухрĕ. Теприсем больница хутне илсе килте сипленетчĕç пулсан, Юрий Артемьевич урăхла шухăшлать: - Уй-хир сывлăшĕ чуна уçать. Ылтăн пучахсем пăшăлтатни, тракторсемпе комбайнсен кĕрлевĕ, йĕтемре тырă тасатакансен кулли-калаçăвĕ мана темле хаклă эмелрен те лайăхрах сиплеççĕ.
Пурăнасчĕ-ха, тăван çĕр çинче малашне те тухăçлă тырпул çитĕнтересчĕ!
Çапла пултăрччĕ, хаклă çыннăмăр!
Ив.САЛАНДАЕВ.