15 сентября 2017 г.

"ПИРĔН ялта ĕлĕкрех тăватă кĕтỹччĕ. Халĕ пĕр кĕтỹ валли те ĕне выльăх аран-аран çеç пуçтарăнать", - çапла каланине эпĕ темиçе те илтнĕ. Уйрăмах юлашки вунă-вунпилĕк çул хушшинче ĕнесен шучĕ нумай чакрĕ. Пысăк ялсенче те халĕ выльăхсен йышĕпе мухтанаймаççĕ. Ăçтан мухтанайăн-ха, енчен те хăшпĕр урамсенче пилĕк-ултă ĕне çеç тăрса юлнă пулсан?
Ун вырăнне качака усракансем нумайланчĕç. Район центрĕнче çеç вĕсем, çывăхартса шутласан, икçĕр пуçа яхăн. Ытти ялсенче те мăйракаллă, вăрăм сухаллă выльăх сахал мар.
- Качака усрама йывăр мар, ĕнепе танлаштарсан темиçе хут сахалрах çиет, - теççĕ çак выльăха килĕштерекенсем.
- Кĕтỹ кĕтес хуйхă та çук - качака урамра çỹресех тăранать, - хушса хураççĕ тĕприсем.
Çапли-çапла та-ха, ирĕкре çỹрекен качакасем çутçанталăка мĕн чухлĕ сиен кỹнине шутласа пăхнă-и кам та пулин? Улма-çырла йывăççисене кăшласа хăртаççĕ, пахча-çимĕçе тĕп тăваççĕ, хитре чечексене тăпăлтараççĕ-ватаççĕ...
Шăмăршăри урамсенче, эпĕ астăвасса, кашни çулах çамрăк çăка йывăççине лартаççĕ. Ĕнтĕ йывăçсене карта ăшне илсе те, пăралукпа чĕркесе те пăхрĕç. Çук, сыхласа пулмарĕ: качакасем темиçе тĕпе кăшласа хăртаççех.
Кĕркунне каллех йывăç лартăпăр, хальхинче те качака мăшкăл кỹмĕ тесе никам та шантараймасть.
"Кушака - кулă, шăшие - вилĕм", - тенĕ ваттисем. Манăн çак сăмахсене кăштах улăштарса: "Качакана - кулă, çутçанталăка - вилĕм", - теес килет. Тăрăшса та юратса лартнă йывăçсене хуçса-кăшласа пĕтернине курсан чун ыратать.
Кашни качакан хăйĕн хуçи пур. Вĕсем ирĕкре çỹрекен выльăх çынна сăтăр тума пултарнине те лайăх пĕлеççĕ. Анчах тăван ял илемĕ пирки пĕрре те шутламаççĕ пуль çав çак çынсем. Качакана çерем çине кăкарма та, темиçе килĕ пĕрлешсе кĕтỹ пуçтарма та май пур вĕт-ха. Черетпе кĕтме те пулать.
Çук çав, выльăх пăхса нушаланасшăн мар качака хуçисем: тундрăри пăлансем пек хăйсем тĕллĕн тăранса пурăнччăр теççĕ. Хĕлле те урам тăрăх çỹрĕччĕç - çимелли çук. Качака, пăлан пек, чĕрнипе юра чавса курăк çинине курман.
Нумаях пулмасть, семинар-канашлу вăхăтĕнче, кỹршĕллĕ Патăрьел районĕнчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе курса калаçрăм. Вĕсен качака проблеми пачах та çук иккен: çак выльăха ирĕкре çỹретмеççĕ. Енчен те кам та пулин качакине урама кăларса ярсан çийĕнчех административлă комиссие чĕнтерсе пин тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ. Çак качака йывăçа е купăстана кăшласа сиен кỹрсен вара, штраф виçи икĕ пин тенкĕ çурă таран пысăкланать.
Пурте саккунлă, айăпа кĕтĕн - явап тыт. Никамăн та штраф тỹлес килмест, килти выльăха ирĕкре çỹретсе намăс курас килмĕ.
Çак саккун вăйĕпе пирĕн районта та усă курмаллах тесе шутлатăп. Хальлĕхе вара качакана ирĕкре çỹретесси - Шăмăршăсемшĕн хăнăхнă ỹкерчĕк. Çак йĕркесĕрлĕхе депутатсем те кураççех ĕнтĕ, анчах тирпей-илем ыйтăвĕ вĕсене нумай хумхантармасть пулмалла. Суйлавран суйлавччен - депутат, ячĕ - чаплă, ĕçĕ - курăнмасть...
"Эпĕ качакасемпе çапăçма депутата суйланман!" - терĕ мана пĕри район центрĕнче йĕрке тума ыйтсан.
Качакапа çапăçмалла мар, хуçисене ăс-тăн памалла. Вĕсем пирĕн саккунсен çирĕплĕхне яланах туйса тăччăр.
Ив.САЛАНДАЕВ.