15 сентября 2017 г.
ЫРĂ ÇЫН ячĕ халăх асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр упранать. Акă, Вячеслав Кириллович Захаров пиртен уйрăлса кайнăранпа самаях вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Апла пулин те вăл халĕ те куç умĕнче тăнăн туйăнать: патвар хул-çурăмлăскер, уçă кăмăллăскер, тем те пĕлекенскер, çынна ыррине кăна сунаканскер...
1959-1967 çулсенче Вячеслав Кириллович Анат Чаткасри пĕрлештерсе пысăклатнă «Победа» колхоза ертсе пынă.
Унччен пĕчĕк колхозсем гектартан вăтамран 5-6 центнер çеç тырă пуçтарса кĕртейнĕ пулсан, Вячеслав Кириллович ĕçленĕ çулсенче гектар пуçне 25-27 центнер тырă илме пуçланă.
«Победăра» районта пуринчен малтан колхозниксене ĕçшĕн укçа тỹлеме тытăннă. Чăн малтан ялсене радио тата электричество кĕртес ĕçсене вĕçленĕ.
Колхоз пуринчен малтан самофинансировани çине куçнă. Хуçалăх вăйĕпе тĕрлĕ объектсем нумай туса лартнă, техника паркне тĕпрен çĕнетнĕ. Ишĕлекен çырма-çатра хĕррине йывăçсем лартнă, парксемпе аллейăсем яла илем кỹме пуçланă.
Акă, 1967 çулхи хăш-пĕр цифрăсене илер-ха. «Победа» колхозра ун чух 134 пуç лаша, 626 пуç мăйракаллă шултăра выльăх (çав шутра сăвăнакан ĕнесем - 219 пуç), 1057 пуç сысна, 34 çемье вĕлле хурчĕ усранă.
Колхоз 2890 гектар çĕрпе туллин усă курнă.
Производствăна хуçалăх расчечĕн меслечĕ çине куçарни лайăх витĕм кỹнĕ. Ĕç укçине мĕн чухлĕ продукци туса илнине кура тỹленĕ. Продукци ытларах - укçи те пысăкрах. Колхоз председателĕн ĕç укçи те туса илнĕ продукци хисепĕпе çыхăннă.
Çĕр ĕç культури ỹссех пынă. Пропашной культурăсене алă вăйĕпе усă курмасăр çитĕнтерме вĕренсе çитнĕ. Çĕре 30 сантиметр тарăнăшне сухаланă. 1967 çулта, ВДНХна хутшăнса, В.К.Захаров медаль илме тивĕçнĕ.
1963 çулта, Шăмăршă районне Патăрьел районĕпе пĕрлештерсен, икĕ «Победа» колхоз пулса тăнипе чаткассем хăйсен пĕрлешỹллĕ хуçалăхне «Восход» ят панă.
Вячеслав Кириллович колхоз председателĕнче сакăр çул ĕçленĕ. 1967 çулта ăна райĕçтăвком председателĕн заместителĕ пулма шаннă.
Ĕçри мĕнпур çитĕнĕве çынсем тăваççĕ. Пĕрремĕш комплекслă бригадăна Петр Фадеев, уй-хир бригадине Петр Еремеев, сĕт-çу фермине Алексей Захаров, сысна фермине Тарас Ильин ертсе пынă. Аслă конюхра Михаил Тихонов, трактор бригадин бригадирĕнче Корнил Воробьев, кĕлет заведующийĕнче Гаврил Хрисановпа Александр Тихонов, пахчаçăра Петр Еремеев, хăмла пахчинче Федор Чумуркин, утарçăра Иван Максимовпа Сергей Синелев, тĕп механикре Петр Туктаров ĕçленĕ.
Иккĕмĕш комплекслă бригадăна Вячеслав Чеков, виççĕмĕш бригадăна Анатолий Васильев, унтан Петр Рябов ертсе пынă. Триер паççулккинче Алексей Власов бригадир пулнă.
Вячеслав Кириллович Захарова районти юлса пыракан отрасле - строительство ĕçĕсене ертсе пыма шансан та унăн организаторла пултарулăхĕ часах палăрнă. МПМК начальникĕ пулнă çулсенче кашни ял Совет территорийĕнчех çĕнĕ шкулсем, клубсем, ача сачĕсем, выльăх-чĕрлĕх витисем, техника валли гаражсемпе мастерскойсем туса лартнă.
Район центрĕнче больницăн терапи уйрăмне туса ĕçе янă, Космовский урамĕнче нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсем çĕкленнĕ. Шăмăршăри вăтам шкул, ача сачĕ, Культура Керменĕ, район администрацийĕн çурчĕ, аптека... Кашни объектах асăнса тухма та йывăр.
XI пилĕкçуллăх планĕсене туллин те ăнăçлă пурнăçланăшăн Шăмăршăри МПМК коллективне Чăваш АССРĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Вячеслав Кирилловича мухтаса «Советская Чувашия» хаçатра «Кредит доверия» статья пичетленсе тухнă. Çав çулсенче В.К.Захарова икĕ хутчен «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» знакпа чысланă.
Вячеслав Кириллович Чукалти «Волга» колхозра 2 пин тонна тырă вырнаçмалли склад, механизациленĕ йĕтем, икшер пин тонна силос вырнаçмалăх икĕ траншея, тимĕр-бетон плитасем сарса 1 километр тăрăшшĕ çул, Кивĕ Чукалти «За коммунизм» колхозра 400 ĕне вырнаçмалăх комплекс, техника юсамалли мастерской, икшер пин тонна силос вырнаçмалăх икĕ траншея, шкул, Пăчăрлă Пашьелĕнчи «Аврора» колхозра 400 ĕне вырнаçмалăх комплекс, 200 сысна вырнаçмалăх комплекс, витнĕ йĕтем, икĕ силос траншейи, 490 ача вĕренмелли шкул, тимĕр-бетон плитасем сарса 3 километр тăрăшшĕ çул, Шăмăршăри «Шемуршинский» совхозра икĕ пин тонна силос вырнаçмалăх траншея, Васанти «Гвардеец» совхозра 400 ĕне вырнаçмалăх комплекс, витнĕ йĕтем, вăтам шкул çурчĕ, ача сачĕ, Карапай Шăмăршăри Киров ячĕллĕ колхозра 200 ĕне вырнаçмалăх ферма, тимĕр-бетон плитасем сарса 3 километр тăрăшшĕ çул, 2 пин тонна силос вырнаçмалăх траншея, витнĕ йĕтем, 320 ача вĕренмелли шкул, 90 вырăнлă ача сачĕ, Пуянкассинчи «Правда» колхозра 400 ĕне валли комплекс, 320 вырăнлă шкул çурчĕ, 250 вырăнлă клуб, 90 вырăнлă ача сачĕ, витнĕ йĕтем, Палтиелпе Питирекри «Ленинская искра» колхозра 480 вырăнлă шкул, çулталăкра 200 тонна аш-какай туса илмелли сысна комплексĕ, икĕ силос траншейи, АнатЧаткасри «Восход» колхозра 400 ĕне вырнаçмалăх комплекс, çĕрулми хранилищи, витнĕ йĕтем, 400 вырăнлă шкул, 90 вырăнлă ача сачĕ, 300 вырăнлă клуб туса лартнине аса илетчĕ.
Вячеслав Захаров МПМКра ĕçленĕ çулсенче районта ĕне выльăх усрамалли 5 коплекс, сысна усрамалли 2 комплекс, 8 шкул, 4 ача сачĕ, 2 клуб, 1 тырă склачĕ, 1 юсав мастерскойĕ, 12 силос траншейи, 6 витнĕ йĕтем туса лартнă.
Шăмăршă ялĕнче пурăнмалли 8 çурт, 1 хăна çурчĕ, «Сельхозхимия» предприяти бази, «Росгосстрах» çурчĕ, ача сачĕ, больница комплексĕ, райадминистраци çурчĕ, шкул çĕкленнĕ.
Чаткас тăрăхĕнчи илемлĕ вăрман тăрăхĕсем, кỹлĕсемпе пĕвесем те Вячеслав Кирилловича аса илтереççĕ, çак çутçанталăк пуянлăхĕ унăн ĕçĕ-хĕлĕпе тỹрремĕнех çыхăннă.
Захаровăн ырă ĕçне Михаил Николаевич Ухваркин малалла тăсрĕ, вăл «Восход» колхозра ертсе пынă çулсенче Чаткас тăрăхĕн мухтавĕ-чапĕ Шупашкар таранах сарăлнăччĕ.
С.ИВАНОВ.