15 сентября 2017 г.
ИРТНĔ тапхăрта çĕршывра, республикăра, çав шутра хамăр районта та ял çыннисен социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе сахал мар ĕçленĕ. Канашра, сăмахран, шĕветнĕ газпа тивĕçтерекен станци уçăлнă. Район ертỹçисем тăрăшнипе çынсене газпа тивĕçтерес тĕллевпе 1967 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче Шăмăршăри Лесхоз урамĕнче мастерсен участокне уçнă, ăна ертсе пыма Г.И. Иванова шаннă. М.И.Кашкоров, А.Мамонтов кунта слесарьсем пулса ĕçлеме тытăннă.
Малтанласа шĕветнĕ газпа столовăйсем усă курма пуçланă, шăмăршăсем те çак ырлăхпа киленме тытăннă.
Каярахпа газ участокне Çĕнĕ Шăмăршă ялĕпе юнашар иртекен Çĕрпỹ - Сызрань авто трасса хĕррине куçарнă. Кунта газ баллонĕсене упрамалли тата ылмаштармалли склад туса лартнă, специалистсем валли ятарлă çурт çĕкленĕ.
Тĕпрен илсен, ял çыннисене шĕветнĕ газпа тивĕçтересси 1971 çулта пуçланнă темелле пулĕ. Çак ĕçе районти хуçалăхсен ертỹçисене те явăçтарнă, смена мастерĕсене Кỹкеçри вĕренỹ комбинатĕнче хатĕрленĕ.
Çакна каласа хăварни те вырăнлă: малтанласа газ плитисемпе баллонĕсене туянма çынсене хуçалăхсем пулăшнă. Кунта КПСС райкомĕмĕпе райĕçтăвком тỹпи те çук мар. Вăл вăхăтра баллонсене Канашран кỹрсе килме тивнĕ.
1972 çулта, «Восход» колхоз председателĕ М.Н.Ухваркин тăрăшнипе, Анат тата Тури Чаткассенче пурăнакансем те газпа усă курма пуçланă. Çынсен ыйтăвĕсене Н.В.Зиновьев, М.И.Тихонов слесарь-газовиксем туллин тивĕçтерме тăрăшнă. Ку тĕлĕшпе ытти ялсенче те ăнăçлă ĕçлесе пынă темелле.
Ман шутпа, халăха шĕветнĕ газпа тивĕçтерес енĕпе ăнăçлă ĕçленĕ Г.В. Лукиянов (Киров ячĕллĕ колхоз), Р.Я.Емдиханов («Ленинская искра»), В.Н.Матвеев, Н.П.Муллин, В.В.Калашников («Правда»), П.А.Падиаров («Победа»), С.Н.Долгов, Ю.А.Угарин («Аврора»), П.А.Савгабин, К.Н.Калыгин, К.Н. Кавалеров («Родина»), Л.З.Эрюков («За коммунизм»), А.И.Шепейкин, А.П.Аксенов, В.С.Яноров, Н.К.Безруков, А.Н.Муляков («Волга»), Ю.Ф.Яковлев («Гвардеец»), В.Р.Вашуркин, А.А.Явкин («Шемуршинский» совхоз) слесарь-газовиксене лайăхпа палăртса хăварни вырăнлă пулĕ тетĕп.
1982 çулхи ноябрь уйăхĕнче Шăмăршăри газ участокне ертсе пыма М.К.Кузнецова çирĕплетнĕ. Çак тапхăрта кунта А.М.Яковлев, В.И.Ларионов, Н.Н.Куприянов, В.И.Кудряшов слесарьсем, А.М.Дорофеев, П.М. Батанов водительсем ĕçленĕ. 1990 çул пуçламăшĕ тĕлне районта 4900 килте шĕветнĕ газпа усă курнă, ку кăтарту 87,3 процентпа танлашнă.
1991 - 2004 çулсем те пĕлтерĕшлĕ, вĕсем ырă пулăмсемпе палăрса юлчĕç. 1994 çулхи ноябрĕн 25-мĕшнех илер-ха акă. Çак кун Çĕнĕ Шăмăршă ялĕ çывăхĕнче, района кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчен çутçанталăк газĕ çитнĕ ятпа, нумай йышлă митинг пулса иртнĕччĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров та хутшăннăччĕ унта, символла газ факелне чĕртнĕччĕ. Çулăма çăвакан çумăр та сỹнтерейменччĕ - çутçанталăк газĕ халĕ кашни килте тенĕ пекех çунать. Малашне те çаплах пултăрччĕ. Чăннипех ырлăх мар-и вара?
Çак çулах Çĕнĕ Шăмăршă ялĕпе юнашарти АГРС «Шемуршинский» коллективлă предприяти котельнăйĕ, Энтĕрьелĕнчи ГРП çак ялти М.И.Кашкоров хуçалăхĕ патне çити газ пăрăхĕ хурас ĕçсене вĕçленĕ. Çĕнĕ Шăмăршă ялĕн икĕ урамĕн пĕрер енче пурăнакансен килĕсене те «сенкер çулăм» çитнĕ. Кунта Кỹкеçри ПМК ĕçченĕсен тỹпи пысăк.
Ялсене газ пăрăхĕсем тăсассине хăвăртлатма 1994 çулхи май уйăхĕнче йĕркеленнĕ «Чувашагростройгаз» нумай пулăшнă. Шăмăршăра та каярахпа ун филиалне уçма май килнĕ, ăна малтанласа А.Ф. Селиванов ертсе пынă. Кунта 17 çынран тăракан икĕ бригада йĕркеленĕ. 1996 çулхи февраль уйăхĕнчен вара участок ертỹçи В.Ф.Чумуркин пулнă.
Çак çулсенче Карапай Шăмăршă, Пуянкасси ялĕсенчи килсене çутçанталăк газĕ кĕртес ĕçсем ăнăçлă пурнăçланса пынă. 1996 çулта районта 22 километр газ пăрăхĕ тăснă.
1996 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче Шăмăршăри газ учатокĕн ертỹçи пулма В.Н.Алексеева çирĕплетнĕ. 2001 çулчченех вăл çак тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа туса пынă. Ун хыççăн ертỹçĕ тилхепине М.Н.Салахова шанса панă.
Çакна каласа хăвармалла: 2005 çулта районти 27 яла çити 387 километр газ пăрăхĕ тăснă, 4853 киле çутçанталăк газĕпе тивĕçтернĕ - газификацин иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ.
Паян районти 5072 кил çутçанталăк газĕпе усă курать.
Газ пăрăхĕсем тăсас ĕçре Н.И.Ишуков, Д.Казаков, В.Платонов сварщиксен, В.Курамин, В.Филиппов токарьсен, В.Баскаков, А.Кузнецов тата Н.Ларионов водительсен хастарлăхĕ пысăк пулнине уйрăммăн палăртса хăвармалла.
Шăмăршăри газ участокĕнче халĕ 26 çын вăй хурать, коллектива А.Г.Хакимов ертсе пырать.
М.ЗАХАРОВ, таврапĕлỹçĕ.