19 сентября 2017 г.
ИРТНĔ шăматкун, пĕтĕм çĕршыври пекех,пирĕн районта та «Нацисен кросĕ - 2017» чупу пулса иртрĕ. Çак кун ялсенче спорта юратакан вуншар çын старта тăчĕ. Ăмăрту Шăмăршăра уйрăмах хĕрỹ пулчĕ.
Нацисен кросне хутшăнакансене тата вĕсемшĕн «чирлеме» пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Денисов саламларĕ.
- Физкультурăпа спорта аталантарма пур майсем те çителĕклĕ пирĕн. Тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăнакансен йышĕ те ỹссех пырать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансемшĕн «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕн, ытти спорт залĕсен алăкĕсем яланах уçă,- палăртрĕ Владимир Васильевич.- Паянхи кросра та финишра чи вăйлисене курас килет.
Кросс ВИР-чупуран пуçланчĕ. Предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертỹçисем ĕç хыççăн ăмăртăва хатĕрленсе сахал мар тренировкăсем ирттерни стартăн малтанхи тапхăрĕнчех лайăх палăрчĕ - çулĕсем пĕр пек мар пулин те, никам та кая юласшăн мар. Ку ушкăнра Н. Тепитов (шалти ĕçсен пайĕ), С. Кузьмин (халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр), А.Михайлов (БТИ) чи вăйлисем пулчĕç.
Пулас чемпионсем шăпах шкулсенче çитĕнеççĕ, малтанхи утăмсем тăваççĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕнче 1-2 классенче вĕренекенсем пирки те çакнах каламалла: 500 метра чупса арçын ачасенчен Г.Ткалун, И.Гордеев, А.Петров, хĕрачасенчен А.Ларионова, С.Александрова, С. Тускаева ыттисенчен вăйлăрах пулчĕç.
3-4 классене çỹрекенсем те çак дистанциех парăнтарчĕç. Кунта Г.Розовпа, А.Кудряшовпа, Д.Чебанинпа, А. Федотовапа, В.Поповапа тата А.Иванскаяпа танлашакансем пулмарĕç. 5-6 классенче вĕренекенсенчен чи вăйлисем вара - Т.Локтин, К.Кудряшов, М.Иванов. Ку ушкăнра хĕрачасенчен В.Хафизовапа А.Шарапова пĕрремĕшпе иккĕмĕш. Виççĕмĕш вырăна вара иккĕн - А.Хуснетдиновапа Д.Удина пайларĕç.
7-8 классене çỹрекенсем 1000 метра чупса вăй виçрĕç. Пурте çĕнтересшĕн те, анчах малтанхи вырăнсем виççĕ çеç. Хальхинче вĕсене П. Сергеев, Владимирпа Виталий Кудряшовсем, Д.Харитонова, Е.Семенова, Т.Саманина тивĕçлĕ пулчĕç.
9-11 классенче вĕренекенсенчен хисеп пъедесталĕ çине С.Семенов, К.Галкин, К,Ефимов, хĕрсенчен К.Чебан, А.Тинюкова, А.Ильина хăпарчĕç.
18-40 çула çитнисенчен В.Карсаков, В.Дмитриев, Д.Тимофеев, Г.Сорокина, К.Смаева, Т.Харитонова палăрчĕç. Хĕрĕх çул урлă каçнисем те вĕсенчен юласшăн пулмарĕç. Ку ушкăнра В.Антонов, П.Тускаев, А.Драгунов, О.Матвеева, Л.Давыдова, И.Тинюковапа М.Абсалямова ыттисене чылай кая хăварчĕç.
Çĕнтерỹçĕсем медальсемпе Грамотăсене тивĕçрĕç.
В. МИХАЙЛОВ.