Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вунă михĕ кам валли?

19 сентября 2017 г.

УЙ-ХИР пушаннăçемĕн кĕлетсем тырăпа тулаççĕ. Тухăçа ỹпкелеме çук: ытти çулсемпе танлаштарсан кăçал кĕрхи кун тулли кĕлтеллĕ теме пулать. Кĕр тыррисем, акă, гектартан вăтăршар центнер тухăçпа савăнтарчĕç. Паллах, пурте кун чухлĕ илеймен-ха, çĕрĕн чăн-чăн хуçисен вара тырă сутмалăх та чылай.

Кашни çулах, уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен, Шăмăршăра ялхуçалăх ярмăркки иртет. Çĕр çинче ĕçлекенсем хăйсем çитĕнтернĕ-туса илнĕ продукцие сутма тухаççĕ. Шел те, юлашки çулсенче çак пысăк пасара шăмăршăсем «тислĕк ярмăркки» теме тытăнчĕç. Мĕншĕн тетĕр-и? Вунă-вуникĕ тракторпа тислĕк сутма тухаççĕ. Çав вăхăтрах тырă икĕ-виçĕ тонна суткалаççĕ те, туянаймасăр юлнисем хытă пăшăрханаççĕ. Иртнĕ ярмăрккăра йỹнĕрех хакпа сĕт тата аш-какай сутнине те курма пулмарĕ. Апла пулсан, мĕншĕн йĕркелемелле-ха çак пысăк пасара? Çынсене пăлхантарма-и? Фермерсем вунă-вуникĕ михĕ çеç тырă сут- сан кам туянса ĕлкĕрĕ?

Ман шутпа, кашни ялхуçалăх предприятийĕпе фермер хуçалăхĕн ярмăрккана чăн малтан тырă илсе тухмалла. Çак продукци мĕн чухлĕ кирлине ял тăрăхĕн администрацийĕн маларах халăхран ыйтса пĕлмелле. Вара никам та кăмăлсăр юлмĕччĕ, туяннă тырра килĕсене çитерсе парсан ватă çынсем уйрăмах савăнĕччĕç.

Кăçал нумай пахчара çĕрулми тухăçĕ пĕчĕк пулчĕ. Çав вăхăтрах Анат Чаткасри Андрей Юнкеров фермер «иккĕмĕш çăкăра» вырнаçтараймасăр тарăхать. Район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе калаçса татăлса, халăха çĕрулми туянма май туса парсан çав тери лайăх пулĕччĕ.

Çакна асра тытмалла: çынсем район тата ял пуçлăхĕсен, депутатсен ĕçне вĕсем халăхшăн мĕнле тăрăшни тăрăх хаклаççĕ. Тен, начартарах пурăнакан çемьесен хĕл каçмалăх çĕрулми те, ытти пахчаçимĕç те çитмест? Çак продукцие таçта инçетрен турттарса килмелле мар, хамăр районтах туса илеççĕ. Патирекри Радик Севрюгин - 4 гектар, Радик Хамдеев - 2 гектар купăста çитĕнтернĕ. Пуçĕсем - пысăк та хытă, пăхса ытармалла мар. Çак икĕ фермер пĕтĕм района купăстапа тивĕçтерме пултараççĕ. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен вĕсемпе телефонпа çыхăнмалла çеç - вырăна пырсах суту-илỹ йĕркелĕç.

Анат Чаткасри Андрей Юнкеров фермер кама мĕн чухлĕ кирлĕ - çавăн чухлĕ хĕрлĕ чĕкĕнтĕр сутма пултарать. Лавккарипе танлаштарсан хакĕ нумай йỹнĕрех.

Карапай Шăмăршă çыннисем килти пахчасенче пысăк лаптăк çинче кишĕр çитĕнтернĕ. Хаваспах сутĕç çак пахчаçимĕçе. Хакĕ те хăратмасть, ытларах туянсан йỹнерехпех парса яраççĕ.

Халăхпа килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнмалла хальхи çăмăл мар вăхăтра. Ĕлĕкхи ырă йăласене аса илмелле. «Пур - пĕрле, çук - çурмалла», - тенĕ пирĕн асаттесем. Ял çынни выльăх усрама, чăх-чĕп, хур-кăвакал тытма пултартăр. Тырă тата утă-улăм туянма пулăшсан, халăха çăмăлрах пулĕччĕ, ĕне тата ытти выльăх, хут-кăвакал усракансем нумайланĕччĕç.

Кĕрхи ярмăркка ячĕшĕн çеç ан ирттĕрччĕ, кашни çын киле тулли кăмăлпа таврăнтăрччĕ. Çапла пултăр тесен, ярмăрккăна хатĕрленсе ирттерме маларах тытăнмалла, пĕр урам тăрăшшĕпех тислĕх сутнипе çеç халăха савăнăç кỹреймĕпĕр.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика