19 сентября 2017 г.
ЯЛ-ЯЛ тăрăх çỹренĕ чух кампа кăна тĕл пулмастăн-ши? Хăнăхнă йăлапа, алла блокнотпа ручка тытатăн та манса каясран çырса хуратăн.
- Пленку çук пуль фотоаппаратунта? - шỹтлеççĕ ял çыннисем.
- Чăнахах та çук, - тетĕп вĕсене кула-кула. - Хальхи саманара пленкăсăрах ỹкерме пулать. Компьютер тем тума та пултарать.
Тĕлпулусенчи хăш-пĕр самантсене аса илетĕп те, вулакансене те каласа парас килет.
1. "Çурлапа кастарни - ĕмĕрлĕх... "
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ Олег Хлюкин фермер хуçалăхĕн управляющийĕ Виктор Александров çулĕпе манран кăшт çеç аслăрах. Çавăнпа та унпа часах пĕр чĕлхе тупатпăр. Иртнине аса илсе калаçатпăр.
- Пĕр пиллĕкре-улттăра пулнă пуль эпĕ - аннепе пĕрле колхоз хирне ыраш вырма каяттăмăр, - аса илет Виктор Георгиевич. - Алла çурла тытрăм та, тырă хăмăлне касас тесе тертленнĕ хушăра алă пỹрнине кастартăм. Шăмми курăничченех. Тапса юн юхать, хам кăшкăрса йĕретĕп. Анне чупса çитрĕ те, сурана пуçри тутрине çурса çыхса ячĕ.
- Ан йĕр, - лăплантараççĕ мана хире амăшĕсемпе пĕрле тухнă ачасем. - Эпĕ те пỹрнене çурлапа кастарнăччĕ, Ваççа та, Ленук та кастарнă...
Ачасем пыра-пыра хăйсен хĕвелпе-тусанпа хуралнă аллисене кăтартаççĕ. Чăнах та, пурин аллинче те тем тĕрлĕ çĕвĕ йĕрĕ курăнать. Апла пулсан, мĕншĕн йĕмелле-ха? Çурлапа алла кастарнăшăн хама паттăр пек туйрăм...
- Çак суран йĕрĕ ĕмĕрлĕхех юлчĕ, - терĕ Виктор Георгиевич. - Ман ỹсĕмрисен çурла "автографĕ" нумайăшĕн пур.
2. Фермер тухрĕ уй-хире
- Иртенпех кăмăл пусăрăнчăк, пĕр-пĕр шỹтле сăмах кала-ха? - ыйтрĕ Çĕнĕ Чукалти Валерий Симурзин фермер.
Эпĕ нумай кĕттермерĕм, çак йĕркесене çавăрттарса хутăм:
Фермер тухрĕ уй-хире,
Кăтартса çỹрет пире.
Хырăм выçрĕ çав тери
- Систерсе юрлать тăри.
Эс пулсамччĕ ырă çын
- Çăкăр парсам, Симурзин!
- Çăкăр шел мар, - тинех кулса илчĕ Валерий Николаевич. - Яшка та парăпăр. Кăмăл çĕкленнĕ чух ыттине те тупăпăр. Айтăр, кăнтăрлахи апата каяр!
Ив.САЛАНДАЕВ.