Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Валерий Сидоров майора асăнса

19 сентября 2017 г.

Валерий Сидоров майора асăнса

МИЛИЦИ майорĕ, Шăмăршăри шалти ĕçсен пайĕнче вăй хунă Валерий Сидоров Чечняна командировкăна кайсан вилнĕ. Хăй пирĕн хушăмăрта çук пулин те, ентешĕсем паттăр офицера асра тытаççĕ. Кăçалхипе вуниккĕмĕш хут Шăмăршăри вăтам шкулта Валерий Сидоров ячĕпе волейболистсен турнирĕ иртрĕ.

Кăçалхи турнира 5 команда хутшăнчĕ. Ăмăртăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин представителĕсем, милици ветеранĕсем, Валерий Николаевичăн тăванĕсемпе çывăх юлташĕсем те килнĕ. Вĕсем Валерий Сидорова аса илсе ырă сăмахсем каларĕç.

Акă, ăмăрту та пуçланчĕ. Çивĕч кĕрешỹре Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин УГИБДД команди - пĕрремĕш, Шăмăршăри «Туслăх» ФСК команди - иккĕмĕш, полицин Патăрьелĕнчи пайĕн муниципалсем хушшинчи уйрăмĕн команди - виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

УГИБДД команди Куçса çỹрекен Кубока çĕнсе илчĕ. Çĕнтерỹçĕсене парнесемпе чысларĕç.

В. АНТОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика