22 сентября 2017 г.
«Колос» ОООра комбайнсем юлашки гектар çинчи çурхи тулла вырса çапаççĕ.
- Паян вырма пăтти çиетпĕр! - шỹтлесе илчĕ манăн тахçанхи юлташăм Анатолий Данилов - хăватлă «Дон» комбайн «капитанĕ».
Тахçан эпĕ Анатолий Ивановича халаласа сăвă йĕркисем те шăрçаланăччĕ. Манман иккен-ха çĕр ĕçченĕ çав сăвва, тăватă йĕркине кула-кулах каларĕ:
Данилов «хир карапĕпе»,
Кĕпи паян ун йĕп-йĕпе.
Пит-куçĕ те çиçсе тăрать:
Ăмăртура малта пырать!
Юнашарах «Симбирка» ТД» ООО комбайнерĕ Евгений Генералов «Донпа» тырă тĕшĕлет. Хушамачĕ çарти чи пысăк çыннăн пулин те, Евгений салтакра рядовой пулнă иккен.
- Çапах та генерал пулма ĕмĕтленнĕ, - йăл! кулса илчĕ патвар вырăс.
«Колос» ОООна пулăшма Анат Чаткасран «Палессе» комбайн та килнĕ. Александр Хрисанов комбайнерпа ăна пулăшакан Анатолий Сетнеров, çамрăк пулин те, вăр-вар ĕçлеççĕ.
Тырă тухăçĕ пысăк пулни бункерсем хăвăрт тулнинчен те лайăх курăнать. Владимир Петров водитель тулли кузовпа йĕтеме çити татти-сыпписĕр хутлать. Тырра Анатолий Кувшинов йышăнса юлать, кунтах ăна тасатса элеватора ăсатаççĕ.
- Эпĕ йĕтем хуçи те, бригадир та, машинист та, кĕлет пуçлăхĕ те, - кулать Анатолий Васильевич. - Хĕрỹ тапхăрта пĕр çынăн харăсах темиçе ĕç тума тивет.
Вăл кунта тăрăша кан Зинăпа Зоя Волковасене, Лариса Мресована тата Надя Муллинана ырласа асăнчĕ. Çĕрле 11 сехетченех ĕçлеме тивет хастар йышăн. Апла пулин те пăшăрханса калаçнине илтмерĕм. Пачах урăхла, шỹтлесе-кулса тырра тирпейлеççĕ, питĕ хавхаланса ĕçлеççĕ.
- Çăкăр хакне çĕр ĕçченĕ çеç лайăх пĕлет, - терĕ хуçалăх ертỹçи, Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Захаров. - Витререн тăкнă пек çумăр çунă чух хир çине пăхсан чĕре ырататчĕ. Халĕ, ылтăн тырра алла илнĕ хыççăн, чун савăнать.
Икçĕр гектар çинчи кĕр тыррисем вăтамран вăтăршар, çĕр гектар çинчи урпа çирĕм çичшер, пилĕкçĕр утмăл гектар çинчи çурхи тулă çирĕм саккăршар центнер тухрĕç.
Çамрăк агроном - Олег Кузнецов - кĕр тыррисене чи лайăх вăхăтра акса хăварни çинчен савăнсах пĕлтерчĕ. Пурĕ 227 гектар акнă кĕрхи тулла. Кăçал та ака агрегатне манăн çывăх юлташăм Петр Захаров механизатор ĕçлеттернĕ.
Тырпула пуçтарса кĕртнипех ĕç вĕçленмен-ха: хирте 400 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ черет кĕтет. Эпир хуçалăхра пулнă кун инвесторсем - Ульяновск облаçĕнчи «Симбирка» ТД» ООО механизаторĕсемпе хуçисем - комбайнсене чĕкĕнтĕр уйĕнче тĕрĕслесе пăхатчĕç. Абдул Алимовпа Александр Сафронов «Ропа» комбайнсемпе кунне 14-15 гектар чĕкĕнтĕр кăлараççĕ.
- Тухăç кăçал та пысăк пулмалла, - терĕ Виталий Захаров. - Гектартан 400 центнертан кая мар илме ĕмĕтленетпĕр.
Виталий Федорович пылак тымарçимĕç хальхи вăхăтра чи тупăшлă культура пулнине палăртрĕ. Иртнĕ çул пурĕ 37 миллион тенкĕ, çав шутра таса тупăш 11 миллион тенкĕ илнĕ.
Чĕкĕнтĕр кăларакансене ăнăçу сунса тепĕр çĕре - Игорь Быков фермер хуçалăхне васкарăмăр. Кунта уй-хирти тырпула пĕтĕмпех пуçтарса кĕртнĕ, 200 гектар ытла кĕр тыррисем акнă. Ем-ешĕл калча пĕр тикĕс шăтса тухнă. Пăхсан, чун савăнать.
Хуçалăхра çĕртме сухи тăвасси те аван пырать. Пĕтĕм лаптăка кĕркунне сухалани пысăк тухăç никĕсне хывни пулĕ.
Йĕтемре хĕрỹ ĕç шавĕ лăпланма пĕлмест-ха. Николай Яковлев, Юрий Терентьев, Петр Филиппов, Владимир Ефимов, Олег Тихонов, Станислав Его- ров, Евгений Русский, Светлана Ефимова, Ирина Михайлова, Ирина Урмаева вăрлăх хатĕрлеççĕ, патшалăха сутма та тырă тасатаççĕ. Ял çыннисене ĕçшĕн тата çĕр пайĕшĕн те тырă валеçеççĕ. Кам - автомашинăпа, кам - лашапа, кам - мотоблокпа килнĕ тырă илме. Кĕрхи кун кĕлтеллĕ тесе ахаль каламан ваттисем: тырă нумай пулсан кăмăл та çĕкленỹллĕ, выльăх-чĕрлĕхпе хур-кăвакал тата чăх-чĕп усрама та çăмăлрах.
Вăй патăр сире, ĕçчен те хастар ял çыннисем!
Ив. САЛАНДАЕВ.