Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кукамипе кукаçи хăма савалаççĕ…

22 сентября 2017 г.

ВАТЛĂХРА пĕччен тăрса юлнинчен япăхраххи урăх нимĕн те çук пулĕ. Ачи-пăчи - хулара тĕпленнĕ, мăнукĕсем те килсе çỹремеççĕ. Пурăнаççĕ вара карчăкпа старик: кун иртет те каç иртет, çулсем хутшăнса пынăçемĕн чирчĕр те çыпăçсах тăрать. Ĕлĕкрех тĕреклĕ пулнă çурт-йĕр те кивелет, çĕнетсе пыма укçа-тенкĕ те, кăмăл та çук.

Иртнинче районти пĕр яла кайсан самаях ватă старикпе карчăк урамра иккĕн туртмалли савапа хăма саваланине куртăм. Чарăнса тăрса сывлăх сунтăм, сăмах çине сăмах - калаçу та пуçланчĕ.

- Ал-ура ĕçленĕ, куç курнă чухне тупăк тăвас терĕмĕр-ха, - ăнлантарчĕ мана старик. - Малтан - ман валли, унтан - карчăк валли. Иксĕмĕр те ватăлтăмăр, пурнăç çулĕн вĕçне çитме те нумай юлмарĕ пулĕ.

- Ачăрсем çук-и? - ыйтрăм ватăсенчен.

- Пур темелле-и, çук темелле-и - яла темиçе çул килсе те курмаççĕ, - терĕ карчăк.

- Апла ан кала-ха, - калаçăва хутшăнчĕ старикки, - мăнук туйне чĕнсе çыру çырнăччĕ вĕт. Каяймарăмăр, иксĕмĕрĕн пенси укçинчен туй парни валли çирĕм пин тенкĕ ярса патăмăр.

- Вилес-тăвас пулсан тирпейлесе пытарма та килмеççĕ пуль, - хĕрнĕçем хĕрсе пычĕ карчăк. - Эпир вĕсене пăхса ỹстерме нимĕн те шеллемен, çĕтĕк те выçă çỹретмен. Патшалăх пăрахмасть-ха пирĕн пек ватăсене, çапах та ачасемпе мăнуксен ăшшине те курас килет.

Ватăсемпе сывпуллашса уйрăлсан та чун пăлханни чылайччен иртсе пĕтеймерĕ. Мĕн чухлĕ вĕсем, ĕмĕрĕсене пĕчченшерĕн ĕмĕрлекен ватăсем? Кашни ялтах вуншарăн. Ĕнтĕ вĕсем пурнăç улшăнасси пирки ĕмĕтленме те пăрахнă. Почтальонка пенси укçи кỹрсе парасса çеç тỹсеймесĕр кĕтеççĕ. Çак пысăках мар укçана перекетлĕ тыткаласа пурнăçа саплаштарса пыраççĕ.

Чирлесен больницăна кайма та тăрăшмаççĕ ватăсем, хăйсем пĕлнĕ пек сипленкелесех ура çине тăраççĕ. Юрать-ха, çуртсене газпа хутса ăшăтнипе вутă хатĕрлес хуйхă çук. Мунчине вара кỹршĕсем патне кайса та кĕме пулать. Эрнере пĕр-икĕ хут лавккана кайса килеççĕ те, апат-çимĕç пĕтиччен килтен те тухмаççĕ.

Паянхи ватăсем хăçан-тăр колхозра пысăк вăй хурса ĕçленĕ, алă вĕççĕн вуншар ĕне сунă, сысна пăхнă. Арçынсем тракторпа е комбайнпа уй-хирте тар тăкнă. Вĕсем канмалли кунне те, отпуск мĕнне те пĕлмен. Колхоз правленийĕ уявсенче Хисеп хучĕ панишĕн те чĕререн савăннă. «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи», «Пилĕкçуллăх ударникĕ» паллăсене арча тĕпĕнче халĕ те упраççĕ.

Тимиçе çул каялла район хаçачĕ «Манăн асатте-асанне, кукаçи-кукамай» ятпа ачасем валли конкурс йĕркеленĕччĕ. Çырусем килсех тăчĕç, чылайăшне хаçатра пичетлерĕмĕр. Пĕр хĕрача çырни халĕ те асăмра: «Манăн асанне пекки тĕнчере те урăх çук. Вăл пире мĕн пĕчĕкрен пăхса ỹстернĕ, халĕ те пулăш- сах тăрать. Шел, анне юратмасть ăна, «тухатмăш» тесе ятлать. Асанне хутне кĕрсен аттене те вăрçса тăкать.

Эпĕ пысăклансан асаннене хампа пĕрле хулана илсе каятăп. Ăна чи тутлă апат-çимĕç çитерĕп. Чи чаплă больницăра сиплеме тăрăшăп. Асанне нумай-нумай пурăнтăр, манăн яланах вăл юрлакан «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать...» юрра итлес килет».

Хамăн сăмахăма та çак юрă йĕркисемпе вĕçлес шухăшăм пур:

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать те

Шыв юхать те чул юлать.

Шухăшлăр-ха тăвансем те

Ĕмĕр иртет, кун юлать...

Ив. САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика