22 сентября 2017 г.
ШĂМĂРШĂРИ Юбилей урамĕнче ăна пурте Гельфинур аппа теççĕ. Йăмăкăм та çакăнта пурăнать те, ун патне килмессерен тарават та вашаватлă тутар хĕрарăмĕпе тĕл пулатăп.
- Çитрĕн-им-ха, ачам, - тет вăл кашнинчех.
Пурте хисеплекен çын Г.Сафина. Кỹршĕллĕ Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Тутар Тĕккинче, нумай ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ вăл, пĕчĕккĕллех йывăр ĕçе хăнăхнă. Ахальтен мар-тăр пĕлсех, Шăмăршăри кирпĕч заводне ĕçе вырнаçнă.
- Çамрăк пулнă чух йывăрлăх та хăратман пулĕ, - тет халĕ Гельфинур Исмагиловна. - 1962-1983 çулсенче вăй хутăм эпĕ заводра. Ĕçе вăрман урлă вело- сипедпа çỹреттĕм. Пĕр сăмахпа, спортпа та туслă пулнă. Çакă та мана нумай çул хушши пурăнма пулăшать пулĕ.
Сăмах май, çак кунсенче Г. Сафина сакăрвунă çулхи юбилейне паллă тăвать. Хăйне пĕрех ватă тесе шутламасть-ха вăл, тепĕр чух вăхăта та манса кайнă пулĕ. Çавăнпах унăн ĕçне те тивĕçлипе хакланă. Ĕç ветеранĕ нумай-нумай Хисеп грамотисемпе парнесене, икĕ хутчен "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" паллăна тивĕçнĕ.
В. МИХАЙЛОВ.