22 сентября 2017 г.
ÇĔНĔ ШĂМĂРШĂ ялĕн чипер хĕрĕ Галина Кудряшова ача чухнех выльăх-чĕрлĕх пăхма юратнă. Вăтам пĕлỹ илсен хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ: Вăрнарти совхоз-техникумра вĕренсе дипломлă специалист пулса тăнă.
Ферма заведующийĕн ĕçĕ мĕн тути каланине çак йывăр та канăçсăр ĕçре тăрăшакансем çеç тĕп-тĕрĕс калама пултараççĕ. Сехете пăхса ĕçлейместĕн, сĕт сăвассине ỹстерессишĕн, выльăхсен сывлăхĕшĕн, апат пахалăхĕшĕн нумай тăрăшмалла. Галина Васильевна «Гвардеец» совхозра ферма заведующийĕ пулнă çулсенче районта лайăхпа çеç палăрса тăнă. Ĕнесенчен пăру илессипе те ỹсĕмлĕ ĕçленĕ.
Ахальтен мар ĕнтĕ Галина Кудряшована районти ялхуçалăх управленине ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Кунта вăл республикăри выльăх-чĕрлĕх ăратлăхĕ енĕпе ĕçлекен пĕрлешĕвĕн пирĕн районти зоотехник-селекционерĕнче вăй хучĕ. Çав çулсенче колхозсемпе совхозсенче таса ăратлă выльăхсем ĕрчетме пуçларĕç, çапла вара продукци илесси те ỹссех пычĕ.
Тивĕçлĕ канура пулин те, Галина Васильевна килĕнче лăпкăн кăна ларма пултараймасть. Акă, кăçал çăва тухнăранпах Игорь Быковăн фермер хуçалăхĕнче механизаторсене тутлă апат пĕçерсе çитерет.
Уй-хирте тар тăкакансем ăна тав сăмахĕ каласа савăнтараççĕ.
Ачисемпе мăнукĕсем те амăшне, асламăшне тата кукамăшне питĕ юратаççĕ.
Шел, мăшăрĕ темиçе çул каялла сарăмсăр вилчĕ. Галина Васильевнăна йывăр хуйха чăтса ирттерме çăмăл пулмарĕ.
Кивĕ Шăмăршă ялĕнчи хисеплĕ çын, ĕç ветеранĕ Галина Васильевна Кудряшова 60 çул тултарать. Юбилейпе чунтан саламланă май, çак йĕркесене пар- нелес килет ăна:
«Авăнать шур хурăн, тăкăнать çулçи,
60 çул та çитрĕ, эс туятăн-ши?
Çулусем иртсен те, ан хурлан нихçан:
Ырă ят - çап-çутă, йăлтăрать ялан!».
Ив.Анаткас.