26 сентября 2017 г.
ЧАПЛĂ уяв - тăван районăмăр «çуралнăранпа» 90 çул - систермесĕр-шавламасăр çитрĕ те тăчĕ. Çавăн пек сăпайлă халăх çав эпир, шăмăршăсем: ĕç тесен канма пĕлместпĕр, уявра савăнассине вара яланах кая хăваратпăр.
Ылтăн тырпула тирпейлĕ пуçтарса кĕртнĕ хыççăн, кĕр тыррисем куçа илĕртсе ешернĕ чух савăнмалла мар-и-ха, тăванăмăрсем? Паллах, савăнмалла, ташламалла, сиксе такмак каламалла!
«Шăмăршă районĕ 90 çул тултарнине чаплăн паллă тумалла»,- çапла йышăнчĕç район администрацийĕпе район Пухăвĕн депутачĕсем. Çак йышăнăва халăх та ырларĕ. Çапла вара кĕр мăнтăрĕн илемлĕ кунĕнче - октябрĕн 7-мĕшĕнче - Шăмăршăри ипподромра чаплăран та чаплă уяв пуçтарăнать.
Район администрацийĕ çак уява ĕç ветеранĕсене, çамрăксене, аякри тата çывăхри районсенче пурăнакан ентешсене - пурне те, пурне те! - ырă сунса йыхравлать.
Асра тытăр, ыттисем патне те хыпар çитерĕр: октябрĕн 7-мĕшĕнче Шăмăршă ипподромĕнче уяв пулать! Утаканни - утса, чупаканни - чупса çиттĕр çак юбилее! Кĕтетпĕр!
Ив.АНАТКАС.