26 сентября 2017 г.
ШĂМĂРШĂРИ Космовский урамĕнче тротуар тăвас ĕç вĕçленсе пырать. Çак ĕçе подрядчик пулса Р.Ямалетдинов уйрăм предприниматель пурнăçлать.
Объекта республика, район бюджечĕсенчи тата халăх пуçарулăхĕпе пуçтарнă укçа-тенкĕпе тăваççĕ. Ял çыннисем, юридици сăпачĕсем тата уйрăм предприни- мательсем 111 пин тенкĕ пуçтарнă. Тата 112 пин тенкине Шăмăршă ял тăрăхĕн бюджетĕнчен, 891,6 пин тенкине республика бюджетĕнчен уйăрнă.
Сентябрĕн 22-мĕшĕнче çак объекта тунă çĕрте район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов пулнă, строительсене ĕç пахалăхĕ пирки хăш-пĕр усăллă сĕнỹсем панă.
М.КУДРЯШОВ.