Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Энтĕрьелĕнче те ялкăшĕç клуб çутисем…

26 сентября 2017 г.

Энтĕрьелĕнче те ялкăшĕç клуб çутисем…

РАЙОН администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов çулталăк пуçламăшĕнче «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат корреспондентне панă интервьюра кăçал Энтĕрь- елĕнчи клуб çивиттине çĕнĕрен витсе культура учрежденийĕн ĕçне йĕркелесе ярасси çинчен пĕлтернĕччĕ.

Пуçлăх хăйĕн сăмахне çирĕп тытрĕ. Çак уйăхра Энтĕрьелĕнчи клубăн кивĕ çивиттине сỹтсе çĕнĕрен тума пуçларĕç. Ку ĕçе подрядчик пулса А.Львов уйрăм предприниматель пурнăçлать. Контракт сумми 723 104 тенкĕпе танлашать.

Капиталлă юсав ĕçĕсем смета расчетне çирĕп пăхăнса пулса пыраççĕ, чăн малтан ĕç пахалăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Объектри ĕçсене строительсем кăçалхи октябрь уйăхĕ вĕçлениччен пĕтĕмпех туса пĕтерме шантараççĕ. Клуба юсаса пĕтерсенех вăл ĕçлеме пуçлĕ, ял çыннисен юратнă вырăнĕ пулса тăрĕ.

С.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика