26 сентября 2017 г.
ХУТЬ те хăш яла кайсан та эпĕ çĕнĕ çуртсене, хитре чечексем ешерекен пахчасене ытараймасăр сăнатăп. Ял çыннисем тирпейлĕ те илемлĕ пурăнма тăрăшни чуна савăнтарать. Çăмăл автомашинăсем те ăста алăсем тунă гаражсенче упранаççĕ.
Çав вăхăтра унта та кунта хапха умĕнче ялхуçалăх техникине лартса тухни кăмăла пăсать. Комбайн, трактор, тележка, плуг, сỹре... Урам мар, ялхуçалăх техникин выставки тейĕн.
Пĕри тата хапха умне тем çỹллĕш тимĕр-тăмăр купаланă.
- Мĕншĕн ăна хатĕрлевçĕсене парса ямастăн? - терĕм фермера.
Çĕр хуçи чеен кăна кулса илчĕ те, çапла каларĕ:
- Саппас хыçран тапмасть! Эпĕ çак тимĕр-тăмăр хушшинче хама кирлине шыраса тупатăп. Хĕрỹ тапхăрта трактор е комбайн çĕмĕрĕлсен урăх ăçта каймалла-ха? Çĕнĕ атă туянсан та киввине кăларса ывăтма хушман асаттесем.
Асаттесем чăнах та çапла каланă пуль-ха: кирлĕ чухне катăк пуртă та кирлех. Анчах урамра мĕнпур ăпăр-тапăра упрани яла илем кỹместех. Тракторсемпе комбайнсем валли те пĕр-пĕр хуралтă тусан лайăх пулĕччĕ. Кỹршĕллĕ районсенче шăпах çапла пурăнаççĕ те.
Ялхуçалăх техникине урамра упранăшăн штраф тỹлеттереççĕ. Пĕрре тỹлен, иккĕ - кашнинчех пиншер тенкĕ кăларса парассу килмĕ. Тракторпа комбайна картишне е пахчана кĕртсен сана никам та пĕр сăмах каламĕ.
Районта фермер юхăмĕ вăй илсе пынă май техника хисепĕ те ỹснĕçем ỹсет. Ялхуçалăх машинисене пурне те урамра упрасан ял мар, техника паркĕ теме пулать. Урамра ешĕл курăк та çухалать, ача-пăча валли чупса вылямалли вырăн та юлмасть. Техника ĕмĕрĕнче пурăнатпăр тесе мĕнпур илеме пĕтерсе тăкар-и вара?
Çак статьяна эпĕ нумай-нумай ял çынни ыйтнипе çыртăм. Çук, фермерсене е ытти техника хуçисене кĕвĕçнипе мар, ял, урам илемĕ пĕтсе пынипе пăшăрханаççĕ çынсем. Ялхуçалăх техникине хапха умĕнче упрас йăлана пĕтерме ыйтаççĕ. Тимĕр-тăмăра та, ытти ăпăртапăра та картишне е пахчана кĕртсе хумалла.
Ĕлĕк ялта тĕреклĕ пурăнакансен пурин те лаша пулнă. Çапах та пĕри те урапапа çунана, сухапуçне урамра çумăр айĕнче вырттарман, хỹтлĕхе илсе кĕрсе тирпейлĕ упранă. Çапла кỹлмелли хатĕрсен ĕмĕрне тăснă. Хресчен çав тери тирпейлĕ пурăнма тăрăшнă.
Техника хуçисем çав таранччен пуян-ши вара? Хỹтĕ вырăнта упрамасан, ялхуçалăх машинисем хăвăрт кивелсе юрăхсăр тухни пирки мĕншĕн шутламаст- пăр?
Ив.САЛАНДАЕВ.