29 сентября 2017 г.

ÇАК куна уяв тесех паллă тăвакансем йышлăн мар: çулпа ватăсен шутне кĕнĕ пулсан та чунпа хăйсене çамрăк пек туяççĕ.
Акă, Ватă çынсен кунĕ умĕн темиçе çынпа та курса калаçма тиврĕ. Чылайăшĕ сăн ỹкерттерме килĕшмерĕ: «Эпĕ çитмĕлте кăна та, ватă-и вара?» Аслăраххисем те мĕн тĕллевпе сăн ỹкернине пĕлсен пăрăнса утрĕç.
Çапах та темиçе çынна шыраса тупрăмăр-тупрăмăрах. Паллаштарам-ха сире вĕсемпе.
Нина Егоровна Платонова 1935 çулта Кивĕ Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Шăпа ăна Узбекистанах илсе çитернĕ, Ташкентри педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн нумай çул хушши ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Нина Егоровна - Узбекистан Республикин халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, темиçе хутчен те «Çулталăкри чи лайăх вĕрентекен» ята тивĕç пулнă. Унăн педагогикăри ĕç стажĕ - 47 çул. Хальхи вăхăтра Шăмăршăра пурăнать.
Арлă-арăмлă Владимир Ильичпа Лидия Васильевна Тимофеевсем Çĕнĕ Тăрăн ялĕнчен. Иккĕшĕ те Карапай Шăмăршă ялĕ çумĕнчи «Елочка» санаторире, каярахпа психоневрологи интернатĕнче нумай çул хушши ĕçленĕ. Икĕ ача çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине тухма мăшăр çунат панă. Владимир Ильичпа Лидия Васильевнăна тăватă мăнукĕ савăнăç парнелеççĕ.
Тивĕçлĕ канури çынсем тĕреклĕ хуçалăх тытаççĕ: ĕне, вăкăр, сыснасем, чăх-чĕп усраççĕ.
Александр Митрофанович Кувшинов Кахăрлă Шăхаль ялĕнче çуралса ỹснĕ, кунтах ватлăх çулĕсене те кĕтсе илнĕ. Сакăрвун виççе çитнĕ пулин те, килте ахаль лармасть, вăл тытса туман ĕç те çук.
Александр Митрофанович, хĕрĕх çул ытла шоферта ĕçленĕскер, тăван район çĕнелсе илемленнишĕн чунтан савăнать.
- Октябрĕн 7-мĕшĕнче Шăмăршăри ипподромра иртекен уява хутшăнатăпах,- шантарчĕ ĕç ветеранĕ. - Ман пек ватăсене пурне те район 90 çул тултарнине паллă тума чĕнетĕп.
Виталий Алексеевич Ястребов - Кивĕ Шăмăршăран, нумай çул хушши Шăмăршăра пурăнать. Райпо тытăмĕнче 43 çул ĕçлесе «РСФСР потребкооперацийĕн отличникĕ» ята тивĕçнĕ. 81 çулхи ĕç ветеранĕ те район юбилейне паллă тума çуранах çитесшĕн.
Юрий Андреевич Козлов та пĕлтĕр хăй 70 çул тултарнине паллă турĕ. Асанкассинчи чи хисеплĕ çынсенчен пĕри вăл. Нумай çул хушши тăван колхозра экономист тата агроном пулса ĕçленĕ.
- Хам пурнăçра çичĕ председательпе ĕçлесе куртăм, - иртнине аса илет Юрий Андреевич. - Пурте колхоз малалла кайтăр тесе тăрăшрĕç. Халĕ, пĕрлешỹллĕ хуçалăх арканчĕ пулин те,колхоз ветеранĕсене манма юрамасть. Фермăра, механизаторта, хăмла пахчинче, уй-хир бригадинче ĕçленĕ çынсем ватлăхра чыс-хисепе тивĕç.
Тĕрĕс калатăр, Юрий Андреевич! Районăмăр 90 çул тултарнине паллă тума хатĕрленнĕ май, ĕç ветеранĕсене ăшă сăмах каласа тав тума манас марччĕ. Вĕсем пурнăçра çĕр-çĕр тĕрлĕ йывăрлăх тỹссе ирттернĕ, колхозра, предприятипе учрежденире, халăха вĕрентес ĕçре, сывлăх хуралĕнче, культурăра, йăла службинче тата ытти отрасльте тỹрĕ кăмăлтан вăй хурса тăван районшăн тăрăшнă.
Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр сире, аслă ăру çыннисем!
Ив.САЛАНДАЕВ.