Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ах, ял-йышăм, ял-йышăм, мана манса кайрăн-ши?»

29 сентября 2017 г.

ЫТЛА та ĕçлĕ çынсем çав эпир. Кулленхи пăтрашуллă пурнăçра тепĕр чух хăмăрăн çывăх çынсене çуралнă кунпа саламлама та, уяв ячĕпе ăшă сăмах калама та манатпăр. Тăвансен телефон номерĕсене те пĕлместпĕр, тепĕр чух калаçас тесен те шăнкăравлама пултараймастпăр.

Ĕлĕкрех пĕрре те апла марччĕ вĕт-ха. Уявсенче пĕр теçеткерен кая мар саламлă открытка яраттăмăр, çырупа та саламлаттăмăр, çын урлă та салам сăмахне çитерме тăрăшаттăмăр.

Сăвăç каларăшле: «Ах, иртрĕ вăхăт, иртрĕ, иртрĕ-ши, ял-йышăма манма та тивĕ-ши?».

Çак сăмахсене Ватă çынсен кунĕ умĕн çыратăп та, куç умне аран-аран кĕшĕлтетсе çỹрекен карчăксемпе стариксем тухса тăраççĕ. Нумайăшĕн ачи-пăчи те, мăнукĕсем те пур, анчах та вĕсем тахçанах хулара тĕпленнĕ. Пурăнаççĕ вара ватăсем ахлатса та хуйхăрса, хăйсем никама та кирлĕ марришĕн чунĕсене ыраттарса. Вĕсене çуралнă кунпа та, уяв ячĕпе те саламлама манаççĕ, çавра çулĕсем çитсен те ăшă сăмахпа вăрăм ĕмĕр сунакан çук.

Районти ялсенче пулнă чух кашнинчех аслă ăру çыннисемпе курса калаçма тăрăшатăп. 35-40 çул каялла вĕсем вăйпитти те вăр-вар çынсемччĕ, колхозра е совхозра тăрăшса ĕçлетчĕç.

«Халь те эсĕ пур, пирĕн çинчен, эпир колхозра пысăк вăй хуни çинчен сансăр пуçне никам та аса илекен те çук», - теççĕ ватăсем.

Ĕлĕкрех вăй-хăвачĕ хавшанă карчăксемпе стариксене шкул ачисем пырса килти ĕçсене тума пулăшатчĕç. Шел, ырă йăла манăçа тухрĕ. Халĕ саккун ачасене ĕçлеттерме хушмасть, урай çутарсан е вутă çурма хушсан шкул директорне айăплама та пултараççĕ. Çакнах пахчари ĕçсем пирки те каламалла. Пăхса-курса тăрсах çынна пулăшма пĕлмен, ĕçлеме хăнăхман ăру çитĕнтеретпĕр. Çак ачасем ỹссен çын нушине ăнланма пĕлесси, ватă çынсене хисеплесси иккĕлентерет.

Кашни ял тăрăхĕнчех ветерансен Канашне йĕркеленĕ. Хут çинче пурте лайăх пек-ха, анчах чăнлăх савăнтарсах каймасть. Ветерансен канашĕсене ертсе пыма шаннă хăшпĕр çынсем ялта миçе ватă пурăннине те пĕлмеççĕ, вĕсен çуралнă кунĕсем хăçан пулни е пулассине те калаймаççĕ. Унчченхи колхозра çеç мар, районта та малта пынă доярка, Тăван çĕршыв хастар ĕçшĕн орденпа наградăланăскер, 80 çул тултарнине ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем те пĕлмеççĕ.

«Тава тивĕçлĕ ят илнисен çурчĕсем çине çыруллă хăма çапрăмăр», - теççĕ ялавлă кантурта ларакансем. Ялĕпе пилĕк хăма. Çав çынсем хăçан çуралнине администраци специалисчĕ журнал çине çырса хунă иккен. Ытти хĕрĕх ытла ватă çын ĕмĕр тăрăшшĕпех нимĕн те ĕçлемен-ши вара? Вĕсене çуралнă кунпа е уяв ячĕпе саламласан çав тери ывăнса ỹкетпĕр-ши?

Ман шутпа, пирĕн хăшпĕр чиновниксем хăйсем яланах çамрăк пулатпăр, нихăçан та ватăлмастпăр тесе пурăнаççĕ. Ватлăх вара хапхаран хытă шаккамасăрах кĕрет те тăрать: «Килте-и? Эпĕ çитрĕм, кĕтсе ил!» Ăна, кĕтмен хăнана алăк тĕлне кăтартнă пек, хăваласа кăлараймăн. Ватлăх çыпăçсан унран хăпаймăн, вăл санпа пурнăçу вĕçленичченех пĕрле пулĕ.

Çавăнпа та сăмахăма çапла вĕçлес килет. Ял-йышăм, тăванăмăрсем! Ватă çынсене хисеплĕр, вĕсене сивĕ сăмахпа ан кỹрентерĕр. Ял уявĕсенче кăçалхи юбилярсене саламлама ан манăр. Ватă çыншăн ăшă сăмах чи сиплĕ эмел пекех, ан манăр çакна тархасшăн, ан манăр...

Ив. Саландаев. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика