29 сентября 2017 г.
ВИÇПỸРТ ШĂМĂРШĂ ялĕнчен пултаруллă çынсем нумай тухнă. Вĕсем çинчен нумай çырнă, калаçнă та. Халĕ эпĕ сăпайлă, тăрăшуллă, ĕçчен те пултаруллă çын çинчен кăштах каласа парасшăн. Шел те, район çыннисем ун пирки сахал пĕлеççĕ, нумайăшĕ пĕлмеççĕ те пулĕ.
Акă, ман умра «Родимый край - село родное» кĕнеке. Унăн авторĕ Анатолий Ильич Ухтияров. Мĕн чухлĕ вăй, вăхăт кирлĕ пулнă ăна çырма! Вăл Шупашкарта кăна мар, Ульяновск, Хусан, Мускав архивĕсенчи документсене тĕпченĕ, кашни паллă событиех тарăннăн кăтартса панă. Малтанласа эпĕ çак кĕнекене тĕпĕ-йĕрĕпе вуласа та тухманччĕ. Тивĕçлĕ канăва кайсан çĕнĕрен вуларăм. Мĕнле интереслĕ кĕнеке! Ăна вуланă хыççăн хамăрăн йăхри тата ытти çынсем ĕлĕк мĕнле пурăнни çинчен пĕлме питĕ интереслĕ. Ялти ачалăх, тăван шкул, тус-тантăш аса килеççĕ. Ку кĕнеке çинчен çын каланипе веçех пĕлме çук, ăна алла тытса тĕплĕн вуласа тухмалла. Тен, район юбилейĕнче Анатолий Ильичăн кĕнекине туянма май пулĕ.
Вăл пуçарса янипе ялти шкулăн 120 çулхи юбилейне чаплăн паллă турăмăр. Анатолий Ильич тăрăшнипе ял варрине чăрăш йывăççисем лартса хăварнă, халĕ вĕсем кашласа лараççĕ, яла илем кỹреççĕ.
Анатолий Ильич манран нумай çул кĕçĕн. Апла пулин те тĕл пулнă вăхăтра, ентешлĕхре ĕçленĕ чухне унпа калаçнă, йышăнусем тунă. Вăл мĕнле калаçнине итлесе тăнă чух çын мĕнле ăслине туятăн. Эпĕ хам юлашки çулсенче, вĕрентỹ аталанăвĕнче ĕçленĕ май, правительство çуртĕнче час-часах пулнă. Яштака та патвар, шурă çỹçлĕ, тирпейлĕ тăхăннă Анатолий Ильич яланах кăмăллăн кĕтсе илетчĕ. Правительство çуртĕнче экскурси ирттеретчĕ, веçех ăнлантарса паратчĕ, чей ĕçтермесĕр нихăçан та кăларса яман. Вăл кашни çынна тĕрлĕ канаш парать, пулăшма тăрăшать. Ахалтен мар ĕнтĕ Анатолилий Ильич 31 çул правительствăра вăй хучĕ. Пирĕн ялтан ун пекки урăх никам та çук, вăл - пĕрре.
Мĕнле кăна документ тухман пулĕ унăн алли витĕр? Вăл ултă кĕнеке авторĕ, 60 ытла тĕрлĕрен методика ĕçĕ çырнă. Пирĕн ялта юридици наукисен кандидачĕ урăх çук, Анатолий Ильич - пĕрремĕш. Вăл икĕ институт тата аспирантура пĕтернĕ.
Унăн пысăк наградăсем нумай.
«Чи хакли маншăн - студент чухне панă орден», - тет Анатолий Ильич. Унччен çакăн пек наградăна пĕр студент та илмен. «Хисеп Палли» ордена илнĕ чухне вăл 24 çулта çе пулнă-ха, ăна стдентсен огтрядĕнче хастар ĕçленĕшĕн тата вĕренỹри çитĕнỹсемшĕн панă. Вăл студент пулнă вăхăтра пилĕк хутчен стройотрядра пулнă, отряд командирĕ, инженер пулса ĕçленĕ. Унăн отрячĕсем хамăр республикăра кăна ĕçлемен, Алтай тăрăхне те çитнĕ, унта вĕсем ялсене электричество кĕртес енĕпе вăй хунă.
Манăн умра «Работники сельского хозяйства» ятлă кĕнеке. Вăл ялхуçалăхĕнче паттăрлăх кăтартнă çынсем çинчен. Вĕсенчен пĕри Василий Платонович Кошкин. Анатолий Ильич ун çинчен çав тери тарăннăн çырса кăтартнă.
Мĕнле пултаруллă çын пулнă пирĕн колхоз председателĕ! Анне патĕнче çурт лартнă чухне вăл мана сахал мар пулăшнă. Пирĕн пахчасем пĕр вĕçлĕ пулнă пирки Василий Платонович хăйĕн пахчине сухаланă хыççăн анне пахчине те сухалаттаратчĕ.
Анатолий Ильич статйине вуличчен эпĕ Кошкин çинчен сахал пĕлнĕ. Тавах сире ырă ĕçĕршĕн, Анатолий Ильич! Анатолий Ильич Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ, халăх академикĕ, 1 класлă чăн советник.
Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче Ухтияровсен йăхĕ тĕплĕ, сăпайлă. Вĕсем çинчен нихăçан та, никам та усал сăмах каламан. Анатолий Ильич арăмĕ Альбина Анатольевна аслă категориллĕ вĕрентекен, Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Халĕ Шупашкарти 4-мĕш шкулта директор пулса ĕçлет. Ывăлĕ Илья 11-мĕш класра вĕренет, вăл футболла вылять, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнать. Юлашки вăхăтра Волгоградри футбол академийĕн, Хусанти футбол академийĕн командисенче вылянă.
Çакăн пек ырă та ĕçчен çемье хуçи Анатолий Ильич Ухтияров. Ăна çуралнăранпа 65 çул тултарнă ятпа юман пек çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунас килет.
Ю. САВЕЛЬЕВА. Шупашкар хули.