Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комисси ларăвĕ иртнĕ

29 сентября 2017 г.

ÇАК кунсенче чрезвычайлă лару-тăрăва сирес тата пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен район комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов ертсе пынă.

Ларура вут-кăвар тухасран кĕрешес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен районти надзор ĕçĕпе профилактика ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Александр Кляжев, газ хуçалăхĕнчи хăрушсăрлăхшăн мĕнле тăрăшни пирки «Канашмежрайгазăн» Шăмăршăри филиалĕн пуçлăхĕ Асхат Хакимов отчет туса панă.

Лару ĕçне хутшăннисем кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пурăнмалли çурт-йĕрте пушар тухас хăрушлăх уйрăмах ỹснине, çавна май халăх хушшинче ăнлантару ĕçне лайăхрах туса пымаллине палăртнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов пур службăсен те хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа туса пымалли, ответлăха çирĕп туймалли çинчен палăртсах каланă.

С.СИМУРЗИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика