03 октября 2017 г.
СЕНТЯБРĔН 29-мĕшĕнче Шăмăршăра, район администрацийĕн пысăк залĕнче, район Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ 15-мĕш ларăвĕ иртнĕ.
Депутатсем район бюджечĕпе тата район Пухăвĕн депутачĕсен унчченхи ларăвĕсен йышăнăвĕсене хăшпĕр улшăнусем кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă, тивĕçлĕ йышăну тунă.
Ларура çавăн пекех «Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят парас ыйтăва та пăхса тухнă.
Полици уйрăмĕн начальникĕ Ролан Идрисов кăçалхи пĕрремĕш çур çулти оперативлă ĕçпе служба ĕçĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă. Депутатсем отчета шута илнĕ.
Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов хутшăннă, сỹтсе явнă ыйтусене çивĕчлетсе сăмах тухса каланă.