Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учителе чупса пырса ал парăр!

03 октября 2017 г.

Учителе чупса пырса ал парăр!

ВЫРĂССЕН чаплă поэчĕ Андрей Дементьев çырнă çак йĕркесем ман чĕрене кĕрсе вырнаçнă та, ĕмĕрлĕхех юлнă:

«Не смейте забывать учителей.

Они о нас тревожатся и помнят.

И в тишине задумавшихся комнат

Ждут наших возвращений и вестей.

Им не хватает этих встреч нечастых.

И, сколько бы ни миновало лет.

Случается учительское счастье

Из наших ученических побед.

А мы порой так равнодушны к ним,

Под Новый Год не шлем им поздравлений.

А в суете иль попросту из лени

Не пишем, не заходим, не звоним.

Они нас ждут. Они следят за нами.

И радуются всякий раз за тех,

Кто снова где-то выдержал экзамен

На мужество, на честность, на успех.

Не смейте забывать учителей.

Пусть будет жизнь достойна их усилий.

Учителями славится Россия.

Ученики приносят славу ей.

Не смейте забывать учителей!

Кашни çынах, ман шутпа, хăй вĕреннĕ шкула, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă хаклăран та хаклă, хисеплĕрен те хисеплĕ учительсене тав туса аса иле- тех. Урампа чĕвĕлти чĕкеç чĕпписем пек тем калаçса, хĕвел шевли пек илемлĕн кулса утакан пĕчĕк ачасем çине пăхатăп та, хăçан-тăр хам та вĕсем пекех пулнине куç умне кỹрсе тăрататăп.

«Сумкка çакнă шкул ачи

Шкулалла чуптарчĕ», - Букварьти çак йĕркесене хыттăн кăшкăрса вĕреннĕ мар-и?

Чăнах та, пирĕн вăхăтра хыçа пиртен çĕленĕ сумкка çеç çакнă, портфеллĕ ачасем класра та иккĕ-виççĕрен ытла пулман.

Пир сумккана икĕ-виçĕ кĕнеке, тетрадь, ручкăпа кăранташ чикнĕ те, çумне хаçат хучĕпе чĕркесе тăвар сапнă çăкăр чĕлли хунă. Çак çăкăра шкула сайра-хутра çеç чылай илсе çитерейнĕ: çул çинче тĕл пулакан тăватă ураллă туссене - Кампурсемпе Хураçкасене - хăналамасăр епле иртсе кайăн-ха?

Пир сумккапа хĕлле сăрт çинчен ярăнма мĕн тери лайăхччĕ тата! Килте атте-анне ятласса пĕлсе тăрсах ашкăннă ача-пăча. Ỹссе пынăçем, ăс кĕме пуçласан, пире урăх вăйăсем илĕртетчĕç: футбол, конькисĕр хоккей, йĕлтĕр...

Пĕрремĕш-тăваттăмĕш классенче вĕрентнĕ учительница пирĕншĕн тăван анне пекех çывăх пулнă. Эпир, йышлă çемьери ачасем, сăмса шăнкартма та пĕлмен вĕт-ха! Нушапа урама тухмалла пулсан та учительтен ирĕк ыйтмаллине чухламан.

Феодосия Николаевна Дмитриева учительница пирĕнпе ăшшăн калаçса, пĕрре те ятламасăр культура мĕнне ăнланма, культурăллă пулма вĕрентрĕ.

Аслă классенче учительсем нумай пулнă, вĕсенчен пĕрне те япăхпа асăнмастăп. Учителсем хăйсен предметне, чăн малтан вара ачасене юратнă. Вĕсем пире тарăн пĕлỹ панипе çеç çырлахман, пиртен Тăван çĕршыва юрăхлă чăн-чăн çынсем тăвассишĕн ырми-канми тăрăшнă.

Халĕ те, районти шкулсенче пулнă чух, эпĕ ачасен чунĕсене хĕвел пек ăшăтакан вĕрентекенсене куратăп. Вĕсем хальхи вăхăтри технологие çирĕп алла илнĕ, кашни ачан чĕрине çĕнсе илме уйрăмшар «çăра уççи» тупнă.

Учительсен чăтăмлăхĕпе тỹсĕмлĕхĕнчен, мĕнле ывăнсан та ăшшăн-ăшшăн кулма вăй-хал çитернинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп. Вĕсем, вăхăт таппинчен юлас мар тесе, киле таврăнсан та компьютер умне лараççĕ, кĕнеке, хаçат-журнал вулаççĕ.

Учитель хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе те яла илем кỹрет. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсене ял депутатне суйласа чыс тăваççĕ, хуть те мĕнле культурăллă-масăллă меропри- яти ирттермелле пулсан та учительтен пулăшу ыйтаççĕ.

Шухăшлатăп та, учитель пулмасан ялта çав тери кичем, çав тери тĕттĕм те илемсĕр пулĕччĕ, тетĕп.

Вĕсем хăйсен ăс-тăн пуянлăхне, чун ăшшине, ыркăмăллăхне çынсене пĕр шелсĕр параççĕ. Эпир вара тепĕр чух учителе тав тума та пĕлместпĕр. Обще- ствăра пĕр-пĕрне хисеплесси, ырă сунасси чакса пыни те вăрттăнлăх мар. Учитель тем пек тăрăшсан та, пурнăçри тỹнтерле енсене çĕнтерме йывăр. Пат- шалăх пулăшăвĕ çителĕксĕр чухне, чăн малтан учитель ĕçне тивĕçлипе хаклама тăрăшман лару-тăрура, «ыррине, ăслине, илемлине» акма çав тери пысăк вăй тата чун çирĕплĕхĕ кирлĕ.

Октябрĕн 5-мĕшĕ - Учитель кунĕ. Уяв ячĕпе саламлатпăр Сире, хисеплĕ çыннăмăрсем! Ваттисем каланă пек: «Вăй патăр!».

Ив. САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика