Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрманçă телейĕ

03 октября 2017 г.

Вăрманçă телейĕ

"ТАÇТА вăрман сăртпа хупланнă,

Таçта, çырмаллă вăрманта...

Эс паян кун унтах пурнатăн,

Ăçта çуралнă, çав ялтах.

Инçех те мар - ем-ешĕл улăх,

Юрла-юрла юхать çырма.

Телей курма мĕн кирлĕ урăх?

Чунтан саватăн вăрмана".

Сăвăç çак йĕркесене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрманçи Геннадий Ермолаев çинчен çырнăнах туйăнать. Çырми те, улăх-çаранĕ те, вăрманĕ те мĕн ачаран çывăх пулнă ăна. Ашшĕ лесникре ĕçленĕрен, Генăн ачалăхĕ те шăпчăк юрриллĕ, çырлаллă-кăмпаллă вăрманта иртнĕ. Электричество çутисĕр, каçсерен краççын лампипе çеç ларсан та, картунти пурнăç Генăшăн асамлăн та çав тери илемлĕн туйăннă.

Çутçанталăкăн ытарайми илемне çав тери юратнăранах Геннадий Ермолаев Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче 8 класс пĕтернĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне кайса кĕнĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен вĕçĕнче - çитмĕлмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче - хам та çак техникумра вĕреннĕрен Шăмăршă районĕн ачисемпе çывăх паллашнăччĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи Коля Богданов, Коля Мулеев, Петя Угарин, Вася Мандрюков, Яков Ишуков, Асанкассинчи Иван Укин, Кивĕ Чукалти Вася Тридворнов тата ыттисем тăрăшса вĕренетчĕç. Вĕсем кайран вăрман хуçалăхĕнче ĕçлесе çутçанталăк пуянлăхне ỹстерсе пычĕç.

Гена Ермолаев та ентешĕсен ятне яман, техникумран лайăх паллăсемпе çеç вĕренсе тухать. Дипломлă специалист тăван Шăмăршă тăрăхне таврăнать, ăна тỹрех Пăчăрлă Пашьел лесничествинчи пĕрремĕш обход лесникĕ пулма сĕнеççĕ. Нумай та ĕçлеймест - Совет Çарне кайма черет çитет. Геннадий икĕ çул хушши Ракета çарĕнче службăра тăрать, яла сержант званийĕпе таврăнать.

Салтакран килсенех вăрмана вут-кăвартан хỹтĕлекен службăра, хĕллехи вăхăтра вара вăрман каснă çĕрте тăрăшать. 1980 çулхи январь уйăхĕнче Генна- дий Ермолаева Чукал лесничествин мастерĕ пулма шанаççĕ. Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленине тата хастарлăхне шута илсе, Геннадий Валентиновича 1983 çулта Чукал лесничествин лесничийĕ пулма çирĕплетеççĕ.

Геннадий Валентинович ĕçленĕ хушăрах патшалăхăн Йошкар-Ола хулинче вырнаçнă техника университетĕнчен вĕренсе тухать.

1998 - 2005 çулсенче Геннадий Ермолаев Шăмăршă вăрман хуçалăх директорĕн çумĕнче тăрăшать. Кантурта хут çырса ларас ĕç йăлăхтарса çитер- нипе, хăйне каллех вăрмана яма ыйтать. 2005 çулта Чукал лесничествине таврăнса лесничи ĕçне тỹрĕ кăмăлтан пурнăçлама тăрăшать.

Вăрман ĕçне пĕлекенсем, хăçан та пулин вăрман хуçалăхĕнче ĕçлесе курнисем лайăх ăнланаççĕ: лесничи çăкăрĕ тарпа касăлнă, унăн ешĕл пуянлăха вут-кăвартан та, вăрăсенчен те, чир-чĕртен те упрамалла. 10181 гектар - пĕчĕк лаптăк мар, вăрман тăрăх утмалла та утмалла.

Миçе тĕрлĕ кăна план-задани паратчĕç тата? Шăпăр, милĕк, турта, юпа, мунча пури, çỹçе хуппи, утă хатĕрлемелле, йывăç вăрлăхĕсене пуçтармалла тата ытти те. Çỹлтен çирĕплетсе панине Чукал лесничестви яланах йĕркеллĕ пурнăçласа пынă, ахальтен мар ĕнтĕ кунти вăрманçăсене уявсенче Хисеп грамотипе чысланă.

Лесничество кашни çуркуннех вун-вун гектар хыр-чăрăш хунавĕсене лартса хăварнă, çамрăк йывăçсене упраса ỹстернĕ. 1983 çултанпа Чукал лесничествин территорийĕнче вут-кăвар тухнă пĕр тĕслĕх те пулман. Геннадий Ермолаев вăрман хуçалăхĕнче 40 çул ĕçлесе сахалтан та 1 пин гектар йывăç лартнă, мĕн лартнине сыхласа хăварассишĕн тăрăшнă.

Ĕçри хастарлăхне тата çутçанталăк пуянлăхĕсене ỹстерсе пырассишĕн пысăк вăй хунине шута илсе, Геннадий Валентиновича 2003 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрманçи" хисеплĕ ят панă. Çавăн пекех ăна Раççей Вăрман хуçалăхĕн федераци службин, Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин Хисеп грамотисемпе тата Дипломĕсемпе, вăрман хуçалăхĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн паракан медальсемпе наградăланă. Геннадий Валентинович Чăваш Республикинчи вăрманçăсен V съезчĕн делегачĕ те пулнă.

Ермолаевсен ĕç династийĕ республикипех паллă, 120 çултан та иртет. Геннадий Валентиновичăн шăллĕ - Анатолий Валентинович - Марий Эл Республикин Вăрман хуçалăхĕпе сунар хуçалăх министрĕн çумĕ.

- Сергей ывăлăм хам çулпах кайрĕ, - каласа парать Геннадий Валентинович. - Малтан - Сĕнтĕрвăрринче, унтан - Йошкар - Олара вĕренчĕ. Вăрманçăсен династине мăнуксем малалла тăсасса шанатăп. Геннадий Валентинович обществăлла ĕçе хастар хутшăннине те палăртса хăвармалла. Чукалта пурăннă чухне кашни суйлаврах ăна ял депутачĕ пулма шаннă. Халĕ, çуралса ỹснĕ ялне куçса килнĕренпех, Пăчăрлă Пашьел халăхĕн депутачĕ.

... ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛĔНЧИ Партизан урамĕнчи çак çурт йывăçсен айĕнче ларнăран вăрманти картун пекех туйăнать. Геннадий Валентинович кил умĕнче хăйĕн аллипе çăка, туя, кăвак чăрăш тата ытти йывăçсемпе тĕмсем лартса ỹстернĕ. Сад пахчинче те мĕн кăна çитĕнмест-ши? Мăшăрĕ - Мария Трофимовна - чечексем ỹстерме юратать, çак ырă ĕçе ачисемпе мăнукĕсене те хăнăхтарать.

Паян - октябрĕн 3-мĕшĕнче - вăрман ĕçĕн ветеранĕ Геннадий Валентинович Ермолаев 60 çул тултарать. Пĕрле ĕçлекенсен, тус-юлташĕн, çывăх çыннисен вун-вун саламĕ çумне хутшăнса эпир те Геннадий Валентиновича чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, Пасна шывĕ хĕрринчи кĕмĕл çăлкуç пек иксĕлми телей, хуркайăк çулĕ пек вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика