Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çĕр вăл - анне пекех…"

10 октября 2017 г.

"Çĕр вăл - анне пекех…"

1974 ÇУЛ, хура кĕркунне. Шăпах упа сурчăкĕ пек çумăр пĕрĕхсе тăнă кун нушалана-нушалана çитрĕм эпĕ Анат Чаткас ялне. Редактор ку тăрăхра район хаçатне мĕнле çырăнтарнипе интересленме хушнăччĕ те, тỹрех почта уйрăмне кĕтĕм.

- Пирĕн план тулнăпа пĕрех, - терĕç почтăра ĕçлекенсем. - Акă, халĕ кăна "Восход" колхоз председателĕ Михаил Николаевич Ухваркин район хаçатне çирĕм экземпляр çырăнчĕ.

Михаил Николаевича унчченех паллаттăмччĕ-ха. Районти ял ĕçченĕсен уявĕнче колхоз çитĕнĕвĕсем çинчен каласа панăччĕ. Хăйĕн сăмахĕнче ялхуçалăх управленийĕнче ĕçлекенсене те "тĕртсе" илчĕ: колхозсенче сахал пулаççĕ, вĕсенчен витĕмлĕ пулăшу кĕтсе илме çук.

Акă, колхоз правленийĕнче Михаил Николаевичпа куçа-куçăн калаçса ларатпăр. Район хаçачĕн корреспондентне председатель ял пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, уй-хирте тата фермăра, бригадăра ĕçлекен вун-вун çын çинчен ырă сăмахсем каларĕ. Çырса кăна ĕлкĕр!

- Район хаçачĕ, хăш-пĕр çитменлĕхсем пур пулин те, интереслĕ тухать,- терĕ Михаил Николаевич. - Çавăнпа ăна виçĕ бригада валли те колхоз укçипе çырăнтăмăр. Фермăсене, техника паркĕсене килсе тăрать хаçат. Ĕçре малта пыракан колхозниксене те колхоз укçипе хаçат çырăнса пама шутлатпăр-ха.

Анат Чаткасран район центрне сĕт турттаракан машинăпа ларса таврăнтăм. Ун чух çулсем питех те япăхчĕ, машинине Патирек ялĕ тĕлне çити тракторпа сĕтĕрсе тухрĕç.

- Çул тăвасси чи пирвайхи тĕллев пулса тăрать, - тенĕччĕ правленире калаçса ларнă чух председатель. - Çулсăр эпир çамрăксене ялта çирĕплетсе хăвараймăпăр. Пылчăк çăраçăра колхоза малалла яма çук.

Михаил Николаевич мана хăйĕн çинчен те кĕскен каласа панăччĕ. 1934 çулта Анат Чаткас ялĕнче çуралнă вăл, унтан кỹршĕри Тутар республикине кĕрекен Хурăнвар Шăхаль ялĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Канашри учительсен институтĕнче питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе алла диплом илнĕ. Пĕр хушă Патăрьел районĕнчи шкулсенче физикăпа математика предмечĕсене вĕретнĕ. 1955-1957 çулсенче салтакра пулнă. Çартан таврăнсан тăван ялти шкулта ĕçленĕ. Пултарулăхне шута илсе, 1963 çулхи январь уйăхĕнче Ухваркина шкул директорĕ пулма çирĕплетеççĕ.

1967 çулхи сентябрьте колхозниксен тĕп пухăвĕнче Михаил Николаевича пĕрлешỹллĕ хуçалăх председателĕ пулма суйласа лартаççĕ. Унтанпа канăç мĕнне пĕлмесĕр ĕçлет вăл: çураки вĕçленет кăна - вырмана хатĕрленмелле, уй-хир пушансанах çитес çураки пирки шутламалла.

Виçĕ бригадăра та витесене шăнăçайми выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Çĕнĕ витесем тумалла, выльăхсен ăратлăхне лайăхлатмалла, фермăри механизмсене çĕнетмелле. Техника паркне çĕнĕ те хăватлă машинăсемпе пуянлатмалла...

Уй-хир вăйлă тырпулпа савăнтарасси тар тăкса ĕçлемесĕр пулмасть. Гектартан вăтамран 27-30 центнер е унтан та ытларах тырă пуçтарса кĕртнĕ çулсем те пулнă. Колхоз патшалăх планĕсене ирттерсе тултарасси çирĕп йăлана кĕнĕ. План - пĕрре, тата социализмла обязательство тени те пур вĕт-ха! Ăна пурнăçламасан парти райкомĕ пуçран шăлса каçармĕ. Сĕт, аш-какай, çăм хатĕрлесе парассипе те «Восход» колхоз яланах районта малтисен шутĕнче пулнă. Вăкăрсемпе сыснасене лайăх самăртса çеç сутнă, çапла вара колхоз кассине хушма укçа кĕнĕ. Сĕт пахалăхĕ çỹллĕ шайра пулнипе те ферма тупăш кỹнĕ.

Малта пыракан колхоз председательне Тăван çĕршыв икĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. 1977 çулта Михаил Ухвар- кина «Чăваш АССР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

Орденсемсĕр пуçне, Михаил Николаевича «Пушарта паттăрлăх кăтартнăшăн» тата В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа кăларнă «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе, темиçе теçетке Хисеп грамотипе тата дипломпа чысланă.

Хăйĕнчен те, çынсенчен те çирĕп ыйтакан председатель колхоза аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Ял çыннисем, уйрăмах ветерансем, Михаил Николаевичпа пĕрле ĕçленĕ çулсене ырăпа кăна аса илеççĕ. Унăн сăпайлăхне, çын нуши-хуйхине ăнланма пĕлнине, пулăшма тăрăшнине пысăка хураççĕ. Асфальт сарнă çул, Культура çурчĕ, шкул, ача сачĕ, тимĕр-бетон кĕпер... Çаксем пурте Михаил Николаевич канăçа пĕлмесĕр тăрăшнипе çĕкленнĕ. Вĕсемсĕр пуçне производство объекчĕсем мĕн чухлĕ тунă тата!

Чĕрĕк ĕмĕре яхăн «Восход» колхоза ертсе пычĕ çак хастар çын. Унăн ячĕ тăван район историйĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлма тивĕç.

... Иртнинче тĕл пулсан, Михаил Николаевичăн кăмăлĕ лайăххи тỹрех сисĕнчĕ.

- Андрейпе Юрий Юнкеровсен хирĕсене кайса куртăм, - терĕ ĕç ветеранĕ. - Çамрăк фермерсем çĕре чунтан юратни савăнтарчĕ. Ашшĕ, Анатолий Александрович, çав тери хастар çын. Ывăлĕсем те ăнах хунă.

Михаил Николаевич район хаçатĕнче Чукал тăрăхĕнчи унччен юхăнса выртнă çĕрсене сухаласа тырă акни çинчен те вуласа пĕлнĕ.

- Çĕре акмасăр хăварни - ял çыннишĕн пысăк намăс, - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ хисеплĕ çын. - Юрать-ха, район ертỹçисем çак чăнлăха ăнланса илчĕç, çĕнелнĕ çĕр гектартан вăтăршар центнер тырă пани - çав тери пысăк çитĕнỹ.

Сакăрвун виçĕ çулхи ĕç ветеранĕ, Чăваш АССР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Николаевич Ухваркин çĕршыври паллă çĕр ĕçченĕн Терентий Мальцев академикăн ăслă сăмахĕсене аса илчĕ:

- Çĕр вăл - анне пекех. Эпир - унăн ачисем. Амăшне хисеплемен ачасем - пархатарсăр. Çĕр-аннене сума сăвакансем çеç Тăван çĕршыва та чĕререн юратĕç. Çакăн пек вăл пурнăç чăнлăхĕ, Ваня шăллăм...

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика