Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун апачĕ те кирлĕ

10 октября 2017 г.

ÇĔР ĕçченĕсене - чыс та хисеп: пире çăкăр çитереççĕ вĕсем. Анчах та çын çăкăрпа çеç тутă мар - ăна чун «апачĕ» те кирлĕ. Пирĕн пата вара ăна литературăпа искусство ĕçченĕсем илсе çитереççĕ. Хамăрăн пысăках мар районтанах вĕсем вуншарăн тухнă - кашниех районăн Хисеп кĕнекине çырăнса юлма тивĕçлĕ.

Кам кăна çук пирĕн? Тен хăшĕсем пĕлмеççĕ пулĕ те, Чăваш халăх писателĕн хисеплĕ ятне республикăра чи малтан шăпах пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр, Виçпỹрт Шăмăршăра çуралса ỹснĕ Илпек Микулайĕ тивĕçнĕ. Унăн «Хура çăкăр» романĕ нихăçан кивелми ылтăн хайлав пулса юлчĕ.

Степан Лашман, Патирек чăвашĕ... Шăпа тени ун çине сахал мар хĕн-хур тиенĕ. Репресси çулĕсене те чăтса ирттернĕ вăл - пĕрех чунпа хуçăлман. Кунта çакна каласа хăварни те вырăнлă пулĕ: писатель Чăвашрадио ĕçне пуçарса яракансенчен пĕри пулнă. Патирексем унăн «Патирек çутисем» кĕнекине халĕ те алăран ямаççĕ. Ентешĕмĕр хăй вăхăтĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче чăваш поэзийĕн классикĕпе Константин Ивановпа пĕр вăхăтра вĕреннĕ. Тен, юлташлă та пулнă пулĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Сталинград патĕнче паттăррăн пуç хунă Виçпỹрт Шăмăршă чăвашĕ Владимир Бараев та, пурăннă пулсан, халăх поэчĕ пулмаллискерччĕ теççĕ. Хăй пулмин те ырă ячĕ юлчĕ - унăн "Али-паттăрĕ" халĕ те пурăнать-ха.

Патирекре çуралса ỹснĕ Зоя Романова вара куçару ĕçĕнче палăрчĕ, чăваш çыравçисен хайлавĕсене вырăс вулаканĕсем патне çитерчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Премине тивĕçрĕ. Шăмăршăра пурăнакан Николай Угарин драматург та çамрăклах Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулса тăчĕ.

Пирĕн пуянлăх вара артистсем тенĕ пулăттăм. Виçпỹрт Шăмăршăра çуралса ỹснĕ Валерий Яковлев - тĕнче шайĕнчи театр ĕçченĕсенчен пĕри, сумлă премисен лауреачĕ, СССР халăх артисчĕ. Çакăнтан ытларах хисеп урăх çук та пулĕ.

Петр Ванюшин (Асанкасси), Александра Лукьянова (Çĕнĕ Чукал) - районтан тухнă малтанхи артистсем. Вĕсен хыççăн йыш ỹссех пычĕ - халĕ респуб- ликăри тĕрлĕ театрсенче хăйсен ăсталăхĕпе савăнтаракан сцена ăстисем вуншарăн та вуншарăн. Пурне те асăнса пĕтерейĕн-и вара? Александра Зайцева, Николай Сергеев, Ирина Верьялова...Чăваш халăх артисчĕсене Вячеслав Кудряшова, Николай Корчакова, Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистне Геннадий Большакова та районта пĕлмен çын çук пулĕ. Тава тивĕçлĕ ятсене илнĕ ентешĕмĕрсем татах та пур.

Юрă - чун уççи. Паллă юрăçсем те сахал мар пирĕн. РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕн Мефодий Денисовăн сасси çаплах хăлхарах-ха. Халĕ Светлана Яковлева хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Сергей Кувшинов та тăтăшах сцена çине тухать. Пур пирĕн талантсем, пур!

Композиторсем пулмасан юрăçсем выçă теççĕ. Сăвăсене юрра хывакансем пирĕн те çук мар - Гаврил Митрофанов, Максим Бельцов (йывăр тăприсем çăмăл пулччăр), Валентин Кузнецов. Пуянкассинче пурăнакан Николай Андреев культура ĕçченĕ те юлашки вăхăтра сахал мар юрă кĕвĕлерĕ.

Илеме сăрă ăстисем хăйсен картинисенче уçса пама тăрăшаççĕ. Пăхатăн та - тĕлĕнетĕн: калăн, фотоаппаратпа ỹкерсе илнĕ тейĕн. Çук иккен - мольберт умĕнче сахал мар тар тăкма тивет. Çакна Федор Мадуров, Станислав Евграфов, Юрий Алексеев сăрă ăстисем те лайăх çирĕплетеççĕ.

В. МИХАЙЛОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика