Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ ывăл, икĕ хĕр - алă çупса тăраççĕ…

13 октября 2017 г.

Виçĕ ывăл, икĕ хĕр - алă çупса тăраççĕ…

ШĂМĂРШĂ районĕ 90 çул тултарнине чаплăн уявланă кунсенче район администрацийĕн ЗАГС пайĕ нумай çул килĕштерсе те пĕр-пĕрне юратса пурăнакан çемьесене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕ.

Акă, Çĕнĕ Шăмăршăри Григорий Николаевичпа Людмила Ивановна Павловсем «изумруд» туя паллă турĕç. Иккĕшĕ те ялхуçалăхĕнче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа вăй хурса «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Икĕ ывăл çуратса çитĕнтернĕ, Григорий Николаевичпа Людмила Ивановнана пилĕк мăнукĕ савăнăç кỹреççĕ.

Ярăславри Иван Александровичпа Валентина Евгеньевна Тихоновсен вара - «кĕмĕл туй». Çемье пуçлăхĕ нумай çул хушши Шăмăршăри ветеринари аптекин заведующийĕнче ĕçлет, мăшăрĕ Шупашкарти ача çуратмалли çуртра тăрăшать.

Тихоновсем - юрă-ташă ăстисем, республикăри конкурссемпе фестивальсенче темиçе хутчен те лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Тăван ялĕнче ирçесен «Умарина» фольклор ушкăнне йĕркелесе янă.

Иван Александровичпа Валентина Евгеньевна икĕ хĕрпе виçĕ ывăл çуратса ỹстереççĕ. Ачисем те ашшĕпе амăшĕ пекех маттур: юрлама-ташлама, сăвă калама юратаççĕ.

Уявра çавăн пекех пĕр çулталăк каялла мăшăрланнă Алексейпе Снежанна Горбуновсене те чысларĕç, çамрăксене телей тата юрату сунчĕç.

Камилла Залалтдинова, Снежанна Горбунова тата Тихоновсен çемье ансамблĕ уява килнисене чун-чĕрене çĕклекен юрăсемпе савăнтарчĕç.

Я.ПАЙМУШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика