Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç пурăнасси - хир урлă каçасси мар…

13 октября 2017 г.

Лидия Михайловна Тигрова (Фадеева) 1937 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче Виçпỹрт Шăмăршăра çуралнă. Эпир ăна Лидя аппа тесе чĕнетпĕр.

Ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче иртет. Никама та çăмăл пулман. Лидя аппана уйрăмах йывăр пулнă. Вăрçă умĕн вĕсен çурчĕ çунса каять. Пĕр япала та кăлараймаççĕ. Асламăшĕн пуртă хăйракан çаврака хăйри кăна юлнă пушартан. Çĕнĕ пỹрт лартса ăшне кĕриччен Михаил Сергеевич Фадеева фронта илсе каяççĕ. Таврăнаймасть мăшĕрĕпе ачисем патне, вăрçă хирĕнчех пуçне хурать. Астумасть Лидя аппа ашшĕне. Пĕчченех çын тăвать амăшĕ ывăлĕпе хĕрне.

Çул çитсен шкула кайнă, тăватă çул кăна вĕреннĕ. Пĕчĕккĕллех колхоз ĕçне хутшăннă, сысна ферминче ĕçлекен амăшне пулăшнă.

15 çул тултарсан вербовкăпа Мускав облаçне торф кăларма кайнă. Торф кирпĕччи çапнă. Виçĕ çул ĕçленĕ. Çуркунне пуçласа хура кĕркуннеччен ĕçленĕ, хĕл каçма киле янă. Акулина Герасимова, Анна Гладкова, Ульяна Суркова (Виçпỹрт Шăмăршă), Ольга Мандрюкова (Чукал) - пĕрле ĕçленĕ, пĕрле пурăннă.

1959 çулхи март уйăхĕнче Лидя Шăмăршăри кирпĕч заводне ĕçлеме кĕрет, 18 çул хушши вăй хурать кунта.

1977 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех ДРСУ-ра рабочи пулса тăрăшнă. Районти тата ялти çулсене, Пашьел, Асанкасси, Чат- кас, Пуянкасси ялĕсене каякан асфальт сарнă çулсем çинче Лидя аппа тỹпи те пур.

Тракторсем çул сарма çĕр хатĕрлесен унта хăйăр, чул килсе тăкаççĕ, рабочисем кĕреçепе тикĕслеççĕ. Асфальта сивĕнсе ĕлкĕриччен хăвăрт вырнаçтармалла, чупа-чупа ĕçленĕ. Çулла каçхине сакăр-тăхăр сехетчен ĕç вĕренĕ. Ĕçри юлташĕсемпе Нина Кудряшовапа (Асанкасси), Нина Ермолаевапа (Пăчăрлă Пашьел), Анна Харитоновапа (Шăмăршă) килĕштерсе ĕçленĕ.

1965 çулхи декабрь уйăхĕнче (хĕллехи Микулара) хамăр ялти каччăпа Анатолий Тигровпа пĕрлешнĕ. Çăмăл пулман çемье пурнăçĕ çĕнĕ кинĕн. Пăянамăшĕ чирлĕ, ăна пăхмалла; кỹршĕ яла ĕçе çỹремелле, çуртри ĕçсем те хутшăнсах пынă.

Çамрăк мăшăрăн хĕр çуралать. Ашшĕпе амăшне савăнтарма çуралман иккен хĕр пĕрчи, темиçе кунтанах вилет.

1974 çулта çут тĕнчене ывăл килет. Сергей ят параççĕ. Нумая пымасть çемье телейĕ. Ывăлĕ çулталăк туличчен ашшĕ ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Пĕчченех çын тума лекет Лидя аппан ывăлне. Çурт та пĕчченех хăпартса лартать. Мĕн чухлĕ нуша курнине хăй çеç пĕлет.

Сергей çитĕнсе каччă пулать, çемье çавăрать. Виçĕ хĕр çуратать Светлана кинĕ. Пỹрт тулли Лидя аппан, куç тулли - савăнăç. Савăнса кăна пурăнмалла, анчах ирсĕр наркоман аллинчи çĕçĕ Сергей пурнăçне вăхăтсăр пĕр шеллемесĕр тискеррĕн татать. Пĕртен-пĕр ывăлне пытарма тивет Лидя аппан. Çаплă хуйхăллă та нушаллă пулчĕ пурнăçĕ, пур пĕрех йывăрлăхсене парăнмасăр малалла талпăнать Лидя аппа.

Сергей хĕрĕсене качча пачĕ, иккĕшĕ çемьеллĕ ĕнтĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Кристина Шупашкарта вĕренет. Халĕ Лидя аппан виçĕ кĕçĕн мăнук.

Халĕ вăл Алена мăнукĕпе пурăнать, унăн ывăлне, Женьăна, юратса пăхать.

Лидя аппан Миккалай тетĕшĕн сакăр ача. Вĕсем пурте çемьеллĕ. Ашшĕн йăмăкне çывăх хурса хисеплеççĕ, яланах килсе çỹреççĕ. Аппăшĕ ĕç пуçласанах пулăшма çитеççĕ.

Лидя аппа пахчари ĕçсене пуçласанах, пахча тулли çын пуçтарăнать. Хăй те вăй çитнĕ таран пурне те: тăвансене те, кỹршĕ-арша та пулăшма тăрăшать.

А.ЮМАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика