Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кĕрхи яшка - автанлă…»

13 октября 2017 г.

«Кĕрхи яшка - автанлă…»

ÇУРТРА ĕçчен çынсем пурăнни хапха умĕнченех курăнать. Тирпейлĕ хуçа урама та, картишне те шăпăрпа шăлсах тăрать, выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп усрасан та уруна вараламăн.

«Картишне кĕрсен мĕн сас лайăх?» - ыйтнă тет пĕри ял çыннинчен. Лешĕ нумай шухăшласа тăмасăрах çапла хуравланă: «Выльăх-чĕрлĕх сасси лайăх! Ĕне мĕкĕрни, сысна нăриклетни, хур какалани, автан çунат çапса авăтни илемлĕ!».

Çак илеме, паллах, чăн-чăн хресчен чунĕллĕ çын çеç асăрхама пултарать. Кахал çынна выльăх та, хур-кăвакал та, чăх-чĕп те илĕртмест.

«Кĕрхи яшка автанлă», - тетчĕ шỹтлесе манăн ватă асатте. Ача пулнă, яшка мĕнле автанлă пулма пултарассине те ăнланман. Сăмахĕ вара питĕ ăслăскер иккен: килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк усракан çыннăн кĕркунне кĕреки те пуян, аш-какайне те тăраничченех çиеççĕ. «Çара çерçисен» (асатте кахал çынсем пирки çапла калатчĕ) ни сĕчĕ, ни аш-какайĕ, ни çăмарти çук. Ĕçлемесен ырлăх-пурлăх ăçтан пултăр ĕнтĕ?

Чăнах та, халĕ апат-çимĕçе лавккана кайса туянма пулать. Çапах та шăнтса ăшăтнă чăх какайĕ килти автан ашĕнчен нумай уйрăлса тăнине йышăн- маллах. Яшкана ярсан çăвĕ те тухмасть, тути те çук. Лавккаран илнĕ сысна е ĕне ашĕ те пахалăхĕпе килти хуçалăхра пусни патне яхăнне те пымасть. Хими имçамĕсемпе, тĕрлĕ витаминсемпе усă курса ỹстернĕ выльăхпа чăх-чĕп çын сывлăхĕшĕн усăллă пуласси те иккĕлентерет.

Эпĕ лайăх паллакан арçын чăх ашĕнчен хатĕрленĕ шашлăк çисе больницăн реанимаци уйрăмне çакланнăччĕ. Анализ вăл чăх какайĕпе, уйрăммăн илсен вара çак продуктра антибиотиксем питĕ нумай пулнипе наркăмăшланнине çирĕплетнĕ. Фабрикăра чăхсене, хăвăртрах ỹссе ỹт хушччăр тесе, антибиотиксемпе гармонсем çитереççĕ иккен. Килти хуçалăхра автана пусса какай тăвиччен 5-6 уйăх усратпăр, фабрикăра вĕсем 40-42 кунтах «ĕлкĕ- реççĕ». Медиксем 6 çул тултарман ачасене лавккаран туяннă чăх ашне пачах та çитерме хушмаççĕ. Ку аш пĕвере сиенлет, иммунитета чакарать тата ытти те.

Акă мĕншĕн ĕнтĕ ял çыннин выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк усрама тăрăшмалла. Килти хуçалăхра туса илнĕ юр-варпа аш-какай, çăмарта çисен çеç пирĕн ачасем сывлăхлă çитĕнĕç, хамăр та сахалрах чирлĕпĕр.

Шел те, пурнăçра урăхларах ỹкерчĕк куратпăр çав: ялсенче ĕне усракансем сахалланчĕç, сысна ĕрчетме те ỹркенетпĕр, сурăхсене вуçех те пĕтертĕмĕр. Хур-кăвакал сасси те илтĕнсех каймасть. Ишме кỹлĕ е пĕве çукки те çак шыв кайăкĕсене усракана пысăк чăрмав кỹрет. Пусăран ăснă 5-6 витре шывпа çеç самăр хур-кăвакал ỹстереймĕн.

Ватăрах çынсемпе калаçатăп та, вĕсем чăх-чĕп усрас кăмăл пурри çинчен пĕлтереççĕ. Анчах мĕн çитермелле? Тырă туянма кансĕр, чылайăшĕ фермер патне кайса пĕчĕк урапапа тулли миххе туртса килеймест.

Кунта ял тăрăхĕн администрацийĕн, депутатсен пулăшăвĕ питех те вырăнлă. Кама мĕн чухлĕ тырă кирлине ыйтса пĕлсен, транспорт тупса килĕрен валеçсе çỹресен ваттисем çав тери савăнĕччĕç.

Кăçал тырă çук темелле мар, фермерсем хаваспах сутма хатĕр. Хакне çеç çынла хурасчĕ: хамăр ял халăхне нумай тỹлеттерсе тырă сутни ырă ята çĕклеместех.

«Нумай та пĕтет, сахал та çитет, пĕрле пурăннине мĕн çитет?» - тенĕ ваттисем. Çак çăмăл мар лару-тăрура пĕрле килĕштерсе пурăнар, пĕрлехи вăйпа яла выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк, автан сассисĕр хăварар мар.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика