Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç - малаллах!

17 октября 2017 г.

Пурнăç - малаллах!

ЭПĔ ăна нихăçан та кичемленсе - пуçне усса ларнине курман. Пурнăç çине мал ĕмĕтпе пăхать, паянхи çитменлĕхсем ерипен пĕтсе пырасса шанать.

- Патшалăх пулăшасса кĕтсе пурăнмалла мар, - тет Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Колос» Агрофирма» ООО ертỹçи Виталий Захаров. - Ялхуçалăхне çĕмĕртĕмĕр, ватрăмăр, хресченсене çĕртен сивĕтрĕмĕр - çитет! Халĕ тар кăларса ĕçлеме тытăнмалла. Унсăрăн ял пĕтет - Мускав çине шаннин усси нумай мар.

«Колос» Агрофирма» ООО - районта чи лайăх ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Тĕштырă тата сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтерсе экономикăна тĕреклетет. Пĕлтĕр, сăмахран, 400 гектар çинчи сахăр чĕкĕнтĕрĕ 37 миллион тенкĕ тупăш панă, çав шутра таса тупăш 11 миллион тенкĕ илнĕ.

Кăçалхи тухăç та чуна савăнтарать: икçĕр гектар çинчи кĕр тыррисем вăтамран вăтăршар, çĕр гектар çинчи урпа çирĕм çичшер, пилĕкçĕр утмăл гектар çинчи çурхи тулă çирĕм саккăршар центнер тухнă. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ гектар пуçне тăватçĕршер центнер ытла тухăç панă.

Хуçалăха темиçе çул хушши ĕнтĕ Раççей Федерацийĕнчи сахăр туса илекенсен фончĕ I степень Дипломпа чыслать. Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх «Колос» Агрофирма» ООО республикăри чи лайăх 100 хуçалăх шутне кĕнĕ, çак хисеплĕ списокра 35-мĕш вырăн йышăннă.

- Тĕллев - малта пыракан 10 хуçалăх йышне кĕресси, - хăйĕн шухăшне уçса пачĕ Виталий Федорович. - Ĕмĕт пуррисем телейлĕ темеççĕ-и-ха?

Кăçалхи Акатуйра Виталий Захарова районти Куçса çỹрекен Кубока алăран тыттарнă чух район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов çак наградăна тепĕр çул та тивĕçме ăнăçу сунчĕ.

- Тăрăшатпăр! - çапла çирĕппĕн те кĕскен каларĕ малта пыракан руководитель.

Хуçалăхра çĕрĕç культурине лайăхлатса пыни, хуть те хăш çул та кĕрхи çĕртме сухине мĕнпур лаптăк çинче туса хăварни, минерал удобренийĕсемпе тата хими имçамĕсемпе наука хушнă пек усă курни, çĕнĕ те хăватлă техникăпа ĕçлени тухăçа ỹстерсе пыма май парать.

Чи лайăххи вара - ĕçчен те пултаруллă çынсем чунтан тăрăшни. Виктор Захаров тĕп инженер, Олег Кузнецов агроном, икĕ хутчен «Районти чи лайăх тракторист» ята тивĕçнĕ Петр Захаров, Николай Захаров, Анатолий Данилов механизаторсем, Владимир Петров водитель тата ыттисем - чăн-чăн çĕр ĕçченĕсем.

Кăçалхи вырмара Анатолий Кувшинов ĕç ветеранĕ йĕтем çинчи тырпула тирпейлеме хастар хутшăнчĕ, ун пек канăçсăр çынсем яла илем кỹреççĕ. Çĕрле 11 сехетчен ĕçлеме тивсен те Анатолий Васильевич «ывăнтăм, канмалли кун парăр» темерĕ, йĕтем пуçлăхĕ те, сортировка машинисчĕ те, виçевçĕ те хăех пулчĕ.

Хир-хир урлă вырнаçнă Тури Чаткасра пурăнать пулин те, Виталий Захаров ертỹçĕ Пуянкасси тăрăхне, унăн хастар çыннисене чун-чĕререн хисеплет.

Хăçан-тăр эпĕ Виталий Федоровича çак йĕркесене халалланăччĕ:

Чаткас каччишĕн хаклă Пуянкасси.

Кунта ĕçлет вăл, телейне тупать.

Тăри юрри те «хурçă ут» сасси

Захарова вăй-хал парса тăрать.

Хĕветĕр ывăлне сунатăп ăнăçу -

«Çĕре юрат», - теменччĕ-и аçу?

60 ÇУЛ тултарать районти хуçалăх ертỹçисем хушшинче «шур сухал» ята тивĕçнĕ Виталий Федорович Захаров. Çак ятпа ăна юман пек çирĕп сывлăх, анлă уй-хир пек сарлака та вăрăм, тăри юрри пек илемлĕ кунçул сунас килет.

Пурнăç - малаллах!

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика