Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ална пар, патшалăх, фермера…

17 октября 2017 г.

ХАЛЬХИ вăхăтра районти кашни ялта тенĕ пекех фермер хуçалăхĕсем йĕркеленĕ. Çĕр ĕçĕпе çеç çырлахмаççĕ вĕсем, нумайăшĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Урăхла май çук: тыррăн сутлăх хакĕ йỹнĕ чухне хуçалăха аталантарма укçа-тенкĕ ăçтан тупмалла? Сĕт, аш-какай сутса çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минерал удобренийĕ, ялхуçалăх техники туянма вăй çитереççĕ.

Юлашки çулсенче фермерсене патшалăх та пулăшу парать-ха. Акă, 2017 çулта «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăпа Игорь Быковăн тата Валерий Кузнецовăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 3-шер миллион тенкĕ чухлĕ грант çĕнсе илнĕ. Районти фермерсем хушшинчи «шур сухал» - Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин - «Çемье ферми» программăпа 10 миллион тенкĕ укçаллă пулнă. Лайăх вĕт? Лайăх! Олег Анатольевич ăратлă выльăхсем туянса хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сĕт-çу ферми йĕркеленĕ.

- Выльăх апачĕ çулталăк çурăлăх хатĕрлерĕмĕр, - тет фермер. - Ĕнесене пуян рационпа тăрантаратпăр, çавна май сăвăм кĕркунне те нумай чакмарĕ.

Çапах та виçĕ фермер çеç пулăшу илни сахалтарах, ытти аллă çиччĕшне патшалăх хăçан çĕкленме пулăшĕ?

Çакăн пирки ĕмĕтленеççĕ районти фермерсем. Çитес çул чылайăшĕ республика программисене хутшăнма шутлаççĕ. Тивĕçлĕ документсем хатĕрлеме пулăшсан çав тери лайăх пулĕччĕ!

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика