Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Е тĕрлеме ларать те, тĕрри шăрçа пек пулать…

17 октября 2017 г.

Е тĕрлеме ларать те, тĕрри шăрçа пек пулать…

СĂНỸКЕРЧĔКРИ хитре чăваш хĕрарăмĕ - Кивĕ Чукал ялĕнчи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Лидия Васильевна Малеева - пилĕк ача амăшĕ, ывăлĕсем пиллĕкĕшĕ те салтакра пулнă. Асламăшне халĕ çичĕ мăнукĕ пысăк савăнăç кỹреççĕ. 

Лидия Васильевна ялти Культура çурчĕ çумĕнчи «Пилеш» фольклор ансамбльне çỹрет. Юрлама та, ташлама та, такмак калама та ăста вăл. Чăн-чăн артистка тейĕн!

Килте пĕрре те ĕçсĕр лармасть: тĕрĕ тĕрлет, çăмран алса-чăлха çыхать. Çырлана-кăмпана çỹрет.

- Ял пурнăçне çав тери юрататăп, - тет Лидия Васильевна. - Ватă мар вĕт-ха эпĕ - çитмĕл иккĕре çеç. Халăхпа пĕрле хавхаланса пурăнатăп, ял уявĕнче вăйă картине тăрса чун хавалĕпе юрлатăп. Мăнуксене те тăван халăхăн ырă йăли-йĕркине вĕрентсе хăварасчĕ, тетĕп...

Ив.САЛАНДАЕВ сăнỹкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика