Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ман чупса çỹрес килет, аннеçĕм»

20 октября 2017 г.

«Ман чупса çỹрес килет, аннеçĕм»

ÇЫН çĕр çине телей курма çуралать. Çутă хĕвелпе, ешĕл курăкпа, шăнкăр-шăнкăр шывлă çăлкуçпа савăнасшăн, ашшĕпе амăшне чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхипе юратни çинчен пĕлтересшĕн, юлташĕсемпе пĕрле çерем çинче чупасшăн...

Тăваттăри Максим та ытти ачасем савăнса выляни çине ăмсанса пăхать. Вĕсемпе пĕрле сиккипе чупасчĕ - пултараймасть. Вăл - ачаранах инвалид, хăрах ури тепринчен кĕскерех пулнипе хытă утма та май çук.

Вуннăри Миша та, иккĕри Гриша та, вунвиççĕри Диана та, вунпĕрти Кирилпа Миша та - ачаранах инвалид. Сăн-питпе тата пỹсипе хăйсемпе пĕр ỹсĕмрисенчен нимпех те уйрăлса тăмаççĕ темелле, анчах куçĕсенче - ачан янкăр тỹпе пек таптаса куçĕсенче - тунсăхпа хуйхă палăрать, хушăран çап-çутă куççуль тумламĕ те йăлтăртатать.

Вĕсем чунпа ыттисем пекех пуласшăн, сывлăх хавшаккине пăхмасăр телей курса çитĕнесшĕн. Ăнланăр çакна, çынсем: инвалид ачасем хăйсен тантăшĕсенчен нихăш енĕпе те кайра ан пулччăр, вĕренсе юратнă профессине суйласа илме пултарччăр.

Сусăр çурални ĕмĕрлĕхех телейсĕр тенине пĕлтермест. Нумайăшне сыватма та май килĕ, ашшĕ-амăшĕн те, ачасен те шанăçа нихăçан та çухатмалла мар. Патшалăх хăй енчен инвалид ачасене йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшсах тăрĕ.

Шăпах çак ыйтусем тавра уçă калаçу пычĕ те ĕнтĕ ытларикун район администрацийĕнче инвалид ачасен ашшĕ-амăшĕпе обществăлла организацисен представителĕсен тĕлпулăвĕнче. «Çавра сĕтел» хушшинчи калаçăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕн инвалидсене техника хатĕрĕсемпе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Марина Шилова тата право пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кузьмин, Социаллă страховани фрончĕн тĕп специалисчĕ - уполномоченнăйĕ Елизавета Кудрявцева, Шăмăршă районĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Надежда Федорова, Шăмăршăри тĕп больницăри ача-пăча тухтăрĕ Олег Львов, инвалидсен Шăмăршă районĕнчи организацийĕн председателĕ Алевтина Тенишева тата массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Шăмăршă районĕнче 60 инвалид ача шутланса тăрать. Вĕсене 2016 çулта федераци бюджечĕн укçи-тенкипе реабилитаци тата протезпа ортопедически хатĕрĕсемпе çапла тивĕçтернĕ: ятарлă туяпа тата костыльпе - 2 ачана, ортопедически атă-пушмакпа - 23 ачана, хăлхи япăх илтнисене сасă вăйлатакан аппаратпа - 3 ачана, куçĕ япăх куракансене «калаçакан кĕнекепе» - 2 ачана, ятарлă матрацпа тата минтерпе - 1 ачана, ятарласа кăларнă аялтан тăхăнмалли кĕпе-йĕмпе тата подгузникпе - 3 ачана.

2017 çул валли панă заявкăсен 87 процентне пурнăçланă ĕнтĕ, инвалид ачасене патшалăх енчен пулăшасси малалла пырать.

Кăçал кашни инвалид ача валли персоналлă информаци навигаторĕ (ПИН) йĕркелеме палăртнă. ПИН ĕçлеме тытăнсан инвалидсене патшалăх пулăшăвĕпе мĕнле тивĕçтернине çирĕп контроллесе тăма пулать. 2018 çулта вара ачана патшалăх çăмăллăх панине СМС-пĕлтерỹ, электрон почти е ахаль почта урлă çийĕнчех пĕлтерĕç.

Тĕлпулура инвалид ачасене санаторие кайма путевкăсемпе тивĕçтересси, чи кирлĕ эмелсене çийĕнчех тупса парасси çинчен те калаçрĕç.

- Инвалид ачасене кирлĕ пулăшу пама эпир яланах хатĕр,- терĕ хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов. - Вĕсем спорт сооруженийĕсене пĕр чăрмавсăрах кĕрсе сывлăха тĕреклетме пултараççĕ. Ача сачĕсемпе шкулсенче те инвалидсем валли кирлĕ условисем туса панă. Çакнах культура учрежденийĕсем пирки те каламалла. Инвалид ачасем хушшинче талантлисем çав тери нумай, вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе район чапне-чысне çĕклеççĕ.

... ТĔЛПУЛУ вĕçленнĕ хыççăн урама тухнă чух сисмесĕрех пуçăмра çак йĕркесем çуралчĕç:

Ан хурлан, ачам, ăшшăн кул:

Çĕршыва кирлĕ çын эс пул.

Пурнăç вăл мĕн тери илемлĕ -

Ỹс, ачам, çитĕн телейлĕ!

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика