Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Яла кирлĕ çул!» - калаçатпăр кашни çул…

20 октября 2017 г.

«Яла кирлĕ çул!» - калаçатпăр кашни çул…

ЮНКУН республикăра, çав шутра пирĕн районта та, Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ.

Информаци ушкăнĕсем халăхпа тĕл пулнă чух республикăри автомобиль çулĕсене юсас, çĕнĕрен сарас тата реконструкцилесси пирки Раççей Федерацийĕнчи 2018 çулччен тата 2015 çулчченхи тапхăрта «Хăрушсăрлăхсăр тата пахалăхлă çулсем» стратегилле аталанăвĕн приоритетлă тĕллевне пурнăçласа республикăра транспорт инфраструктурине комплекслă аталантарас программăна пурнăçа кĕртес, Чăваш Енре кăçал нумай хваттерлĕ çуртсене юсас, ялсене, масарсене, çул айккисене тирпей-илем кĕртес, кĕркуннехи тата хĕллехи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхне çирĕп пăхăнас ыйтусене çĕклерĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кирилл Ермолаев Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Олег Алексеев тата Чăваш Республикинчи автомобиль çулĕсен управленийĕн директорĕ Владимир Доброхотов Васан тата Пуянкасси ял тăрăхĕсенче, район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Надежда Милюшкина тата республикăри «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина Шăмăршă ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç.

Çул ыйтăвĕ яланах çивĕч тăнă, ăна татса пама миллионшар тенкĕ укçа кирлине пула мĕн палăртни кĕтнĕ пек пурнăçланса пыраймасть-ха.

Кăçал «Пăчăрлă Пашьел - Вырăс Чукал» автомобиль çулĕн 4,007 километрне тĕпрен юсама май килнĕ, пурĕ 11496,5 пин тенкĕлĕх ĕç тунă.

Çавăн пекех «Шăмăршă-Суйкăн-Алтышево-Аниш» автомобиль çулĕ çинче - Тутар Тĕкки ялĕнчен пуçласа Асанкасси вăрманĕ патне çити - юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Кунта «Рэмис» ООО ĕçленĕ, çула юсасси 2018 çулта малалла тăсăлĕ. Контрактпа килĕшỹллĕн, пурĕ 16,170 километр çула тĕпрен юсамалла.

«Ял территорийĕсене шанчăклăн аталантарасси» федераци программипе килĕшỹллĕн, Кивĕ Шăмăршăри Свердлов тата Чкалов урамĕсенче, Кивĕ Чукалти Комсомол, Пионер тата Хырпайкасси урамĕсенче çул тăваççĕ.

Кăçал район центрĕнчи нумай хваттерлĕ 3 çурт картишне асфальт сарса тикĕсленĕ, Пăчăрлă Пашьел, Палтиел, Вырăс Чукал, Кивĕ Чукал, Шăмăршă, Пуянкасси ялĕсенчи урам çулĕсене тĕл-тĕл (ямочный ремонт) юсаса-сапласа тухнă.

Куратпăр ĕнтĕ, районта сахал мар ĕç пурнăçланă, апла пулин те тумалли тата та нумай-ха. Республикăри автомобиль çулĕсен управленийĕн директорĕ Владимир Доброхотов Виçпỹрт Шăмăршăри Бараев урамĕнче пулсан ял нушине хăйĕн куçĕпе курса ĕненчĕ.

Урамра çул тума 2015 çултах пуçланă пулин те, ĕç вĕçленесси курăнмасть-ха. «Чувашавтодор» ОАО 5 миллион та 200 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă, объекта вĕçлеме тата 12 миллион тенкĕ кирлĕ. «Чувашавтодор» ОАО панкрута тухнипе Бараев урамĕнче пĕлтĕрпе кăçал нимĕн те туман. Владимир Доброхотов 1800 метр тăршшĕ çул тăвассине 2019 çул планне кĕртме май пурри çинчен пĕлтерчĕ. «Нумай кĕтнине сахал кăна кĕтĕпĕр ĕнтĕ», - терĕç ял çыннисем.

Районта ялсене тирепей-илем кĕртме халăх пуçарулăхĕ пысăк пулăшу парать. «Пуçару бюджечĕ» программăпа кăçал Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче масар территорине тирпейленĕ, пĕчĕк пỹртпе 700 метр тăрăшшĕ картана юсанă. Пуянкасси ял тăрăхĕнче Кахăрлă Шăхаль ял масарĕ çумĕнчи çырма урлă хывнă кĕпере çĕнетнĕ. Чукал ял тăрăхĕнче вăрçăран таврăнайманнисене асăнса лартнă палăк йĕри-тавра тимĕр карта тытнă. Шăмăршăри Космовский урамĕнче 1100 метр тăрăшшĕ тротуар тунă. Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче вăтам шкул йĕри-тавра тимĕртен 400 метр тăрăшшĕ карта вырнаçтарнă. Кивĕ Чукал ял тăрăхĕнчи Совет урамĕнче шыв юхмалли пăрăх хунă. Палтиел ял тăрăхĕнче ача-пăча вылямалли икĕ площадка туса лартнă.

Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсас тĕлĕшпе те ĕçленĕ. Республика программи мĕнле пурнăçланнине район администрацийĕ çирĕп контроллесе тăрать.

Информаци кунĕнче вут-кăвартан асăрханасси пирки те çивĕч калаçу пычĕ. Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пурăнмалли çуртсенче пушар тухнă тĕслĕхсене тĕплĕн тишкерсе тухни кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсем юсавсăр пулни пысăк инкек патне илсе çитернине кăтартса парать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов Карапай Шăмăршă ялĕн çыннисемпе тĕл пулнă чух вут-кăвартан сыхă тăма чĕнсе каларĕ.

Октябрĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 19-мĕшĕччен районта пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе уйăхлăх иртет. Çак тапхăрта халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлăн туса пыма палăртнă.

Информаци ушкăнĕсем ял çыннисен ыйтăвĕсем çине тĕплĕн хуравларĕç, çийĕнчех татса пама май çуккисене контроле илме шантарчĕç.

Ив. САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика